Новости по теме

4 Утă, 2014

Тĕп вырăнта - ял çыннисен интересĕсем

Кооператорсен тĕнчери пĕрлĕхĕ çуллен утă уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне паллă тăвать. Ăна ПНОн Генеральнăй Ассамблейи кооперативсен пĕрлĕхне пĕтĕм тĕнче умĕнче кăтартас тĕллевпе туса хунă.

4 Утă, 2014

Ултавăн вĕçсĕр-хĕрсĕр серепи

Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче республикăн тĕп хулинче ултавăн 339 тĕслĕхне регистрациленĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен самай нумайрах, çавна май ШĔМĕн Шупашкар хулинчи управленийĕн ертÿçисен пăшăрханăвĕ сăлтавлă пулни куç кĕрет.

4 Утă, 2014

Аваллăх управçи

...Сăмах çăмхи сÿтĕлнĕçемĕн сÿтĕлет. Пурнăç çулне аса илчĕ вăл, çитĕнекен ăрăва çар ĕçне вĕрентнине, 18 çул ялти вăтам шкула ертсе пынине пĕлтерчĕ. "Музей директорĕ Ольга Меркурьева тивĕçлĕ канăва каяссине илтрĕм те сывлăх чаплах маррине шута илсе унăн вырăнне куçма шухăшларăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Чун туртнипе, чĕре хушнипе.

4 Утă, 2014

"Тавах сире ырра вĕрентнĕшĕн"

Ачалăхĕ паян кун та асĕнчен тухмасть унăн. Тăлăха юлнăскерĕн кун-çулĕ çăмăл пулман. "Çичĕ класс вĕренсе тухрăм. Учительсем пулăшнипе кăна, манăн нимĕн те пулман: тăхăнмалли те, çимелли те. Пĕчĕк пÿртре пурăнаттăм. Учительсем хĕрхенсе çур чĕлĕ çăкăр паратчĕç - вĕсен хăйсен те çимелли пулман ун чухне.

4 Утă, 2014

Йĕркене кĕртме пулăшĕ

Усал йытăсем ял-хулан общество вырăнĕнче ирĕккĕн çÿресе çынсене хăрушлăха кĕртеççĕ, хăш-пĕрне çыртса суранлатаççĕ. «Хыпарăн» утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчи номерĕнче Элĕк районĕнчи Мартынкасси ялĕнчи Вениамин Архипов ветеранăн йыт качка килти хуçалăхсене сăтăр кÿни çинчен çырнă статйи пичетленчĕ. Вăл республикăн ĕç тăвакан тивĕçлĕ органне килте йытă тытмалли, ăна общество вырăнĕнче уçăлтарса çÿретмелли, тĕрлĕ сăлтава пула хуçасăр юлнă йытăсене тытса хупмалли йĕрке çирĕплетме сĕнет. Ыйтăва республикăн ветеринарин патшалăх службин ертÿçи Сергей Скворцов хуравлать.

2 Утă, 2014

Цехра - кĕр-кĕр! Тухать тавар...

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти автокомпонентсен заводĕнче пулчĕ. Вун-вун çул унта çăмăл автомашинăсене, çул-йĕр техникине юсанă. Шупашкарсем çеç мар, тĕп хуларан çывăхри районсенче пурăнакансем те ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра 127-ĕн вăй хураççĕ.

2 Утă, 2014

Сыв пуллашу парадпа та асра юлĕ

Юлашки шăнкăрав янăранăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ пек - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем тытнă хыççăн яшсемпе хĕрсем шкул пурнăçĕпе сыв пуллашрĕç. Пурĕ Чăваш Енри шкулсенчен вун пĕрмĕш класран кăçал 6621 ача вĕренсе тухрĕ.

2 Утă, 2014

42 çул та хыçа юлчĕ

Кашнин пурнăçĕнче шкул мĕнле те пулин йĕр хăваратех. Телее, маншăн ачалăхри пĕлÿ тĕнчи ыррипе кăна асра юлнă. Çакă пире вĕрентнĕ педагогсем чăн профессионалсем пулнинчен килет. Хăйсен предметне тарăн пĕлни, тавра курăмĕ анлă, пултарулăх шыравĕ вĕçсĕр пулни ачасенчен чăн-чăн çынсем "калăплама" витĕм кÿнĕ.

2 Утă, 2014

Тĕп кăтартусем илĕртеççĕ

Чăваш Ен тĕп хулинче РФ Президенчĕн «Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси çинчен» Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен паха опытне палăртас тата ыттисен хушшинче сарас тĕлĕшпе конференци иртни пирки хаçатра çырнăччĕ.

Pages