Новости по теме

25 Çурла, 2015

Кантăр «тусĕсем» çакланнă

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн оперативникĕсем Улатăр районĕнчи пĕр ял тăрăхĕнче саккунсăр ĕç-хĕле явăçнă çамрăксене тытса чарнă. 22 çулсенчи Улатăр каччисем хăй тĕллĕн шăтса тухнă кантăр тăррисене татса çÿренĕ. Вĕсене иккĕшне те управлени уйрăмне илсе çитернĕ.

Çамрăксем наркополицейскисене кантăра хăйсене валли пухни çинчен каласа кăтартнă. Август уйăхĕн варри тухăç пухса илмелли чи ăнăçлă тапхăр. Çак вăхăтра кантăр пулса çитет, наркотик тусĕсене илĕртме пуçлать. Çавна май наркополицейскисен ĕçĕ тата та нумайланать.

25 Çурла, 2015

Михаил Игнатьев «Çеçпĕл» «Шупашкарти предприяти» АХП директорĕпе Владимир Бакшаевпа тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  «Çеçпĕл» «Шупашкарти предприяти» АХП директорĕпе Владимир Бакшаевпа тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳçĕсем предприятийĕн пуласлăхĕ тата аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Владимир Бакшаев  хăйĕн сăмахĕнче предприяти таварсене калăплас ĕçре пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлесе пынине асăннă. «Пирĕн тĕллевсенчен пĕри пахалăхлă таварсемпе тивĕçтересси», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

25 Çурла, 2015

Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйсен Генеральнăй штабĕн пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн регионĕсен ертӳçисемпе видеоконференци ирттернĕ

Çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Екатеринбургри Тĕп çар округĕн Штабĕн армийĕн генералĕ, Раççей Федерацийĕн оборона Министрĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Герасимов Раççей Федерацийĕн регионĕсен ертӳçисемпе видеоконференци ирттернĕ.

24 Çурла, 2015

Илле ТУКТАШ

Илья Семенович Семенов /Илле Тукташ/ 1907 çулхи август уйăхĕн 3-мĕшĕнче хальхи Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралнă. Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1925 çулта Элĕк вулăсĕнчи комсомол комитечĕн секретарĕ пулнă.

24 Çурла, 2015

Михаил Игнатьев «Август» АХП ертӳлĕхĕпе тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Август» АХО генеральнăй директорĕпе Александр Усковпа тата «Август» АХО фирмăн «Вурнарский завод смесевых препаратов»  филиалĕн директорĕпе Владимир Свешниковпа тĕл пулнă.

24 Çурла, 2015

Хăйăр вăрланă - 1,3 млн тенкĕлĕх!

Çак хаклăх хăйăра миçе грузовикпе тиесе тухма тивнĕ-ши - калама та хĕн. Тепĕр тесен следстви пĕтĕмпех уçăмлатнă.

«Шупашкарти юханшыв порчĕ» АУОн Гремячевăри груз причалĕн территорийĕнчен юханшыв хăйăрне вăрлассине чăннипех анлăн йĕркеленĕ каварлашнă ушкăн тĕлĕшпе нумаях пулмасть приговор палăртнă. Преступниксем юханшыв транспорчĕн предприятине кÿнĕ сиен - 1,3 млн ытла тенкĕлĕх.

24 Çурла, 2015

25 августа в газетах «Советская Чувашия» и «Хыпар» выходит интервью с Михаилом Игнатьевым «Открытая власть – сильная республика»

25 августа в ведущих республиканских газетах «Советская Чувашия» и «Хыпар» выходит интервью с врио Главы Чувашии Михаилом Игнатьевым «Открытая власть – сильная республика».

Известно, что эффективный диалог правительства и жителей республики — основа государственной политики Чувашии.

24 Çурла, 2015

Хальхи истори архивĕ 80 çулта

Чăваш республикинчи чи пысăк архивсенчен пĕри 80 çул тултарчĕ. Çавна май регионсем хушшинчи ăслăлăхпа-практика конференцийĕ архив ĕçченĕсене пĕрле пуçтарчĕ. Пухăннисем çак тытăмри çĕнĕлĕхсем тата малашлăх çинчен калаçрĕç.
Чăваш наци телевиденийĕ

24 Çурла, 2015

Ачана пăшалпа перса амантнă

Ĕнер Шупашкарта 12 çулхи арçын ачана пăшалпа пĕрсе куçне амантнă. Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн следователĕсем кĕске вăхăтра айăплă çынна тытса чарнă.
Чăваш наци телевиденийĕ

Pages