Новости по теме

25 Çурла, 2015

Çăмăл çул çук

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем 20 çулти çамрăка тытса чарнă. Пакунлисем Шупашкарти аслă шкулсенчен пĕринче ăс пухакан каччă тата унăн анне пулма хатĕрленекен пĕлĕшĕ саккуна хирĕçле ĕç тунине çирĕплетнĕ. Калинин районĕн сучĕ вĕсем тĕлĕшпе айăплав приговорĕ йышăннă.

25 Çурла, 2015

Уçă влаç ­‐ вăйлă республика

Правительствăпа республикăра пурăнакансен хушшинчи тухăçлă диалог Чăваш Енĕн патшалăх политикин никĕсĕ пулни паллă.

Общество кĕтнине тивĕçтересси, çынсен çивĕч ыйтăвĕсемпе пайăррăн ĕçлесси, вĕсен пурнăçĕнчи улшăнусемпе пĕрле улшăнса пырасси - регион Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çак шухăша Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев палăртрĕ. Правительствăпа çынсен диалогĕ Чăваш Енĕн малашнехи аталанăвне пулăшасси çинчен Михаил Игнатьев пирĕн хаçата каласа пачĕ.

25 Çурла, 2015

Турнира «Хыпар» хаçат 110 çул тултарнине халалланă

«Хыпар» Издательство çуртĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ турнира ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ.

25 Çурла, 2015

Пĕр комбайн та ĕçсĕр ан лартăр

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕнер Правительство çуртĕнче Чăваш Енĕн влаç органĕсен, федераци ведомствисен вырăнти тытăмĕсен, хуласемпе районсен ертÿçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркинче виçĕ ыйту - уй-хир ĕçĕсем тата «Кĕр мăнтăрĕ» ярмăрккăсенче ялхуçалăх продукцине анлăрах сутассине йĕркелесси, республикăри промышленноçăн 2015 çулхи çичĕ уйăхри пĕтĕмлетĕвĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсем 2015-2016 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленни.

25 Çурла, 2015

«Мăкăнь» операци пырать

Чăваш Енри наркополицейскисем ЧР ШĔМ ÇÇХПИ ĕçченĕсемпе пĕрле ирттернĕ «Мăкăнь» операци вăхăтĕнче Вăрмар районĕнче 29 çулти Шупашкар çынни ларса пынă автомашинăна чарнă. Салонра водительсĕр пуçне тата икĕ пассажир пулнă.

25 Çурла, 2015

Кантăр «тусĕсем» çакланнă

ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн оперативникĕсем Улатăр районĕнчи пĕр ял тăрăхĕнче саккунсăр ĕç-хĕле явăçнă çамрăксене тытса чарнă. 22 çулсенчи Улатăр каччисем хăй тĕллĕн шăтса тухнă кантăр тăррисене татса çÿренĕ. Вĕсене иккĕшне те управлени уйрăмне илсе çитернĕ.

Çамрăксем наркополицейскисене кантăра хăйсене валли пухни çинчен каласа кăтартнă. Август уйăхĕн варри тухăç пухса илмелли чи ăнăçлă тапхăр. Çак вăхăтра кантăр пулса çитет, наркотик тусĕсене илĕртме пуçлать. Çавна май наркополицейскисен ĕçĕ тата та нумайланать.

25 Çурла, 2015

Михаил Игнатьев «Çеçпĕл» «Шупашкарти предприяти» АХП директорĕпе Владимир Бакшаевпа тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев  «Çеçпĕл» «Шупашкарти предприяти» АХП директорĕпе Владимир Бакшаевпа тĕл пулнă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳçĕсем предприятийĕн пуласлăхĕ тата аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Владимир Бакшаев  хăйĕн сăмахĕнче предприяти таварсене калăплас ĕçре пысăк технологисене тĕпе хурса ĕçлесе пынине асăннă. «Пирĕн тĕллевсенчен пĕри пахалăхлă таварсемпе тивĕçтересси», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

Pages