Новости по теме

27 Çурла, 2015

Халăх сиплевçисем пирки

РФ Патшалăх Думин депутачĕсем çĕнĕ саккун проектне йышăнасшăн. Унта мĕн çинчен каланă-ха? Çак саккунпа килĕшÿллĕн халăх мелĕпе сиплекенсен ĕçĕ-хĕлне чаракан организаци тăвасшăн.

Проектра каланă тăрăх, çак орган халăх медицинипе ĕçлемешкĕн ирĕк парĕ. РФ Патшалăх Думин сывлăх сыхлав комитечĕн председателĕ Сергей Калашниковăн шухăшĕпе, халăх мелĕпе сиплекен шарлатан чылай. Çавăнпах ку ĕçе йĕркене кĕртмелле. Сиплевçĕре ĕçлес тесен ятарлă учреждени дипломне кăтартмалла. Çак енĕпе пĕлÿ илменнисен вара комисси витĕр тухмалла.

26 Çурла, 2015

Михаил Игнатьева "Вăтам тата пĕчĕк бизнеса тухăçлă пулăшу кӳнĕшĕн" премипе наградăланă

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Сочире иртнĕ форумра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева Пĕтĕм тĕнчери «Раççей Федерацийĕн пĕчĕк тата вăтам бизнеса эффективлă пулăшу кӳнĕшĕн» премине парса чысланă. Çак пысăк хисепе Михаил Игнатьев регионта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн тивĕçнĕ. Форум ĕçне Раççей Федерацийĕн Общество палати, Экологсен Пĕтĕм тĕнчери пĕрлешĕвĕ, промышленноçпа предпринимательсем, Сочи хула администрацийĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думипе Раççей МИД пулăшу кӳнипе йĕркеленĕ. Чăваш Республикин суту-илӳ промышленноç тата инвестици потенциалĕ ыйтупа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков тĕплĕн паллаштарнă.

26 Çурла, 2015

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ларура пухăннисем Чăваш Республикин промышленноç политики çинчен калакан саккун проектне пăхса тухнă. Асăннă ĕç хутне Раççей Федерацийĕн промышленноç политики çинчен саккуна тĕпе хурса йĕркеленĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче саккун проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсем пирки чарăнса тăнă, çак тытăмри ĕçе пулăшусемпе тивĕçтерессине, модернизацилессине, çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленессине палăртнă.

26 Çурла, 2015

Уй-хирте те, фермăра та ĕç кал-кал пырать

ФОТОРЕПОРТАЖ

Комсомольски районĕнчи «Искра» колхоз хирĕнче сывлăм ÿкичченех техника кĕрлет. Александр Зайцев председатель ĕççи еплерех пынипе паллаштарчĕ. Хырай Ĕнел ялĕнчен хире тухсанах кустăрмаллă хăватлă трактора асăрхарăм. «Владимир Кудряшов, хуçалăхра нумай çул вăй хураканскер, ХТЗпа çĕртме тăвать, - терĕ ертÿçĕ. - Пирĕн ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр - 1250 гектар, вăл шутра сухалаканни - 870. Ăна Кудряшов кăпкалатса ĕлкĕрет».

26 Çурла, 2015

«Сеспель» малалла талпăнать

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Шупашкарти «Сеспель» предприяти» АХО директорĕпе Владимир Бакшаевпа курнăçнă. Тĕлпулура çурма прицеп-цистернăсем туса кăларакан предприяти ĕç-хĕлне, аталану çул-йĕрне сÿтсе явнă.

Владимир Бакшаев заводра усă куракан çĕнĕ технологисемпе паллаштарнă, вĕсем продукцин пысăк пахалăхне тивĕçтерме май параççĕ. Ятарлă цистернăсен номенклатури анлă - тутăхман хурçăран тата алюмини шăранчăкĕнчен тăвакан 150 ытла модель.

26 Çурла, 2015

Çар вĕренĕвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă

Августăн 24-мĕшĕнче РФ Хĕçпăшаллă Вăйĕсен Генштабĕн пуçлăхĕ - оборона министрĕн пĕрремĕш заместителĕ арми-генералĕ Валерий Герасимов Екатеринбург хулинче Тĕп çар округĕн штабĕнче видеоконференци мелĕпе Раççей субъекчĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта «Центр-2015» стратеги командăпа штаб вĕренĕвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

25 Çурла, 2015

Чи маттурри паллă

Атăл леш енче «Йывăçа чи ăста тÿнтерекен» республика конкурсĕ иртнĕ. Унта Канаш, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Шупашкар вăрманлăхĕсен 11 вăрман касаканĕ хутшăннă. Пĕрремĕш тапхăрта йывăçа палăртса хунă енне ÿкерессипе, иккĕмĕшĕнче пăчăкăна улăштарассипе, раскряжовка тăвассипе, туратсене иртессипе ăмăртнă. Пĕрремĕш вырăна Шупашкарти «Стройавтохозяйство» общество спортсменĕ А.Шашков, иккĕмĕшне çав предприятири С.Субботин, «Лесной двор» общество ăсти А.Епифанов, иртнĕ çулсенче темиçе хутчен те Чăваш Ен чемпионĕ пулнăскер, виççĕмĕш вырăна тухнă.

25 Çурла, 2015

Мĕнле тытнине тĕрĕслемеççĕ

ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби Тури Ачак тăрăхĕнчи сунар лаптăкĕнчи /7 пин га/ чĕрчунсене тытма Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза 2011 çулта тара панă. Хуçалăх акарçăсене унта çÿреме саккунпа килĕшÿллĕн ирĕк парать, вĕçен-кусана вăхăтра шута илет, чир-чĕртен хÿтĕлессишĕн профилактика ĕçĕ тăвать. Çапах та хăшпĕрне пурнăçламасть. Сăмахран, чăх евĕрлĕ кайăксем валли йăва туса вырнаçтармасть. Сунар еплерех иртнине тĕрĕслеме производствăран çынсене явăçтармасть. Çăвăр-пуслăха çитĕнме уйăрнă лаптăк тавра аншлагсем вырнаçтармасть.

Pages