Новости по теме

28 Çурла, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă. Унпа пĕрле çул çӳревре Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акконд» АУП генеральнăй директорĕ Валерий Иванов хутшăннă.

28 Çурла, 2015

Михаил Игнатьев "Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ" АУП управляющийĕпе Игорь Бекбулатовпа тата çак предприятийĕн директорсен канашĕн председателĕпе Шавасп Калашянпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ» АУП управляющийĕпе Игорь Бекбулатовпа тата çак предприятийĕн Директорсен канашĕн председателĕпе Шавасп Калашянпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.

27 Çурла, 2015

Пĕрремĕшĕсене - чыс та хисеп

Чăваш АССР халăх художникĕ, ЧАССР тата РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Моисей Спиридонов çуралнăранпа августăн 24-мĕшĕнче 125 çул çитрĕ. Çавна май нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче унăн ĕçĕсен куравĕ уçăлнăччĕ.

27 Çурла, 2015

Руль умĕнче - ÿсĕр

Шалти ĕçсен министерствинче Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн подразделенийĕсем преступленисем пуласран тата административлă правăна пăсасран сыхланас енĕпе мĕнле ĕçленине сÿтсе яврĕç. Министр тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан полици полковникĕ Андрей Тимофеев видеоконференцçыхăну мелĕпе ирттернĕ канашлура ÿсĕр водительсем сăлтавлакан инкексем пирки пайăр калаçу пулчĕ.

27 Çурла, 2015

Пакунсенчен те хăраман

Пакунлă çын - хÿтĕлевçĕ, çавăнпа та, паллах, унран хăрама кирлĕ мар, анчах - хисеплемеллех. Шел, право хуралĕн органĕсен сводкисенче полицейскисене тапăннă-кÿрентернĕ тĕслĕхсем - çине-çинех. Йĕркелĕх хуралçисем - влаç представителĕсем, вĕсене тапăннăшăн уголовлă майпа явап тыттараççĕ.

27 Çурла, 2015

Бизнеса пулăшнăшăн - награда

Сочире Пĕтĕм тĕнчери «Раççей регионĕсен суту-илÿпе промышленноç хăвачĕ» ĕçлĕ форум иртнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева Пĕтĕм тĕнчери «Раççейри пĕчĕк тата вăтам бизнеса ăнăçлă пулăшнăшăн» премипе наградăланă.

27 Çурла, 2015

Ватă çынсене улталаççĕ

Телефонпа шăнкăравласа укçа ыйтакансемпе асăрхануллă пулмалли пирки миçе хут каланă, çырнă - кăлăхах, çынсем, уйрăмах ватăсем çав-çавах ултавçăсен вăлтине çакланаççĕ.

Августăн 24-мĕшĕнче ирхине 5 сехет тĕлнелле Канаш хулинчи хваттерте телефон янăраса кайнă. 65 çулти пенсионерка телефон кĕпçине тытнă та - линин тепĕр вĕçĕнчи çын хăйĕнпе право хуралĕн органĕсен сотрудникĕ тесе паллаштарнă. «Сирĕн хĕрĕр авари тунă, çын вилнĕ...» - тесе ватă çын сехрине хăпартнă. Пулăшма пултарать имĕш - 150 пин тенкĕ тÿлемелле.

27 Çурла, 2015

Çенĕкрен пуçласа турăш кĕтесĕ таран - тирпейсĕр

Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, унпа хăй хуçа. Тепĕр çыннăн кун-çулне кĕмесĕр, чăрмантармасăр «Пурăнтăр-иç хăй пĕлнĕ пек...» теме те пулать-ха. Анчах ĕç-пуç ачасене пырса тивнĕ чухне алă сулса ирттерсе ямалла марах. Кашни ял-хула тăрăхĕнчех ăнăçсăр çемьесем пур. Администраци профилактика шутне илнĕскерсене тĕрĕслесех тăрать, мĕншĕн тесен йывăр лару-тăрура пурăнакан кил-çуртра кирек хăш самантра та инкек тухма пултарать. Пуринчен ытларах ачасем шар курасси сисчĕвлентерет.

Pages