Новости по теме

28 Çурла, 2015

Йĕс шăнкăрав шкула чĕнет

Çу кунĕсем сисĕнмесĕр иртрĕç. Часах шкула кайма вăхăт. Кăçал республикăри 13 пине яхăн ачашăн йĕс шăнкăрав пĕрремĕш хут янăрĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак кун вĕсемшĕн ĕмĕрлĕхех асра юласса шанас килет.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 1068 вĕренÿ организацийĕ ĕçлет. Вĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме тĕрлĕ шайри бюджетран пĕтĕмпе 670 млн ытла тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕпе 104 организацире капиталлă юсав ирттернĕ, 29 шкулта спорт залĕсене юсанă, физкультурăпа спорт занятийĕсем валли пурлăх базине çирĕплетнĕ.

28 Çурла, 2015

Пулă тытнă, шашкăлла вылянă

Муркаш районĕнче республикăри инвалидсен «Çаклан вăлтана, пулă, пысăкки тата пĕчĕкки» конкурсĕ иртнĕ. Ăна кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. Унта Муркаш, Элĕк, Етĕрне районĕсенчи тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкарпа Канаш хулисенчи пулăçсем хутшăннă.

Сусăр çынсем пулă тытнисĕр пуçне шÿрпе пĕçерсе çинĕ, юрă шăрантарнă. Çавăн пекех вĕсем Александр Невский арçын мăнастирĕнче экскурсире пулнă, дартс енĕпе тата шашкăлла выляса ăмăртнă. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарнă. Савăк кăмăл-туйăмпа тăван тăрăхĕсене таврăннă вĕсем.

28 Çурла, 2015

Юбилей программи пуян

Çак канмалли кунсенче Çĕнĕ Шупашкар хăйĕн 55 çулхи юбилейне уявлать. Çавна май хулан рекордсен кĕнекине хатĕрлесшĕн. Унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Çакнашкал номинацисем палăртĕç: «Хулара пурăнакан чи пысăк çын», «Чи вăрăм сухал», «Чи вăрăм çивĕт» тата ытти те.

Уяв программи те пуян пулĕ. Хула çыннисем çăлтăрпа зарядкăна тухĕç. Ку хутĕнче ăна «Чебоксарские ястребы» баскетбол командин спортсменĕсем ирттерĕç. «Çамрăклăхпа сывлăх хули» спорт уявне те халăх хастар хутшăнасса шанас килет.

28 Çурла, 2015

Хаклă телекурав: «кирлĕ мар» палăксем???

Ытти чух вуннăра пуçтарăнаканччĕ, Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ вара ирхине 8 сехетрех пуçланчĕ. Ку вăхăтра çапла пулмалла та пуль: ĕççи, суйлав умĕнхи тапхăр... Чăн та, ларăвăн кун йĕркине кĕртнĕ темăсенче çак çивĕчлĕх палăрмарĕ - кулленхи ыйтусем темелле...

28 Çурла, 2015

Саламлатпăр

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи августăн 27-мĕшĕнче кăларнă 113-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Федераци Казначействин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçине Олимпиада Николаевна АНАНЬЕВĂНА ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ХИСЕП ГРАМОТИПЕ наградăланă*

28 Çурла, 2015

Институтра - савăнăçлă лару, вăл çеç те мар...

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитрĕ. Çак тапхăрта пĕчĕк йышран гуманитари ăслăлăхĕн тĕп килĕ пулса тăнă. Чи малтанхи тата паянхи ăсчахсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен "Хыпар" хаçатăн иртнĕ номерĕсенчен пĕринче тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ.

Ĕнер вара институтра сумлă юбилее халалланă савăнăçлă лару иртрĕ. Унта ăсчахсем кăна мар, культурăпа искусство, общество хастарĕсем те хутшăнчĕç. Çакă ахальтен мар - институт ĕçченĕсем республика пурнăçĕпе тан пыраççĕ, ун çыннисен кунçулĕпе кăсăклансах тăраççĕ.

28 Çурла, 2015

«Раççей ­­‐ пирĕн çăлăнăç»

2014 çулхи мартăн 18-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историне калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çырăнса юлчĕ: Крым Республикипе Севастополь хули çĕнĕ субъектсен шучĕпе Раççей тытăмне кĕчĕç. Референдумра сасăлава хутшăннисен 96% яхăн хăйсен «тăван киле таврăнас килнине» палăртнă.

Халăх хавхаланăвĕ

Унтанпа çулталăк ытла иртрĕ. Крым халăхĕн кăмăл-туйăмĕ халĕ еплерех-ши? Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен центр кăçалхи февралĕн 9-18-мĕшĕсенче Крымра ыйтăм ирттернĕ, унта 1600 çын хутшăннă.

28 Çурла, 2015

«Сывлăх хумĕ» çула тухать

Пĕтĕм Раççейри информаципе пропаганда, сывлăха пиçĕхтерекен «Сывлăх хумĕ» акци кăçалхипе 10-мĕш хут иртет. Çĕршывăн чи чаплă медицина центрĕсен тухтăрĕсем çÿллĕ шайри технологи диагностика оборудованийĕ вырнаçтарнă теплоходпа черетлĕ çулçÿреве августăн 31-мĕшĕнче тухма палăртаççĕ.

Чулхула - Хусан - Саратов - Самара - Ульяновск - Шупашкар - Чулхула маршрутпа йĕркеленекенсер «Наци сывлăхĕн лиги» Раççей общество организацийĕн пуçарăвĕпе РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви тата РФ Общество палати пулăшнипе иртет.

28 Çурла, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Тăвай районĕнче пулнă. Унпа пĕрле çул çӳревре Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин спорт министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Акконд» АУП генеральнăй директорĕ Валерий Иванов хутшăннă.

Pages