Новости по теме

10 Авăн, 2015

Предприятисен производство хăвачĕ ÿсет

Республикăри электротехникăпа энергетика хатĕрĕсене кăларакан предприятисем республика, çĕр-шыв экономикин анлăшĕнче çирĕп вырăн йышăнаççĕ. Чăваш Ен пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев вырăна çитсе республикăри заводсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕсен ÿсĕмĕсемпе паллашрĕ.

Чăваш наци телевиденийĕ

10 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Ларăва пухăннисем  «Чӑваш Республикинче ӗҫ рынокӗн регионти уйрӑмлӑхӗсене палӑртакан коэффициента 2016 ҫул валли ҫирӗплетесси ҫинчен» саккун проектне пăхса тухнă.
10 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Вăрнар район администрацийĕн ертӳçипе тĕл пулнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче предпринимательсене аталанса пыма витĕм кӳрессине, ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене хускатнă.
10 Авăн, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев «ЧЭМЗ» АХПра тата «ИЗВА» предприятире пулнă

Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Шупашкарти электромеханика заво­чĕпе Ишлейри пысăк вольтлă аппаратурăсен заводĕнче пулса курнă.

10 Авăн, 2015

Кĕнеке вулассипе - Раççейре 5-мĕш вырăнта!

Кăçал Литература çулталăкĕ пулнине халалласа çĕршывра сахал мар мероприяти иртет. Раççей Почтипе ЭКСМО-АСТ издательство ушкăнĕ Раççей Кĕнеке Союзĕ пулăшнипе «Чи нумай вулакан шкул ачи» конкурс йĕркеленĕ. Унта пирĕн ентеш Евгения Михайлова пиллĕкмĕш вырăн йышăннă.

10 Авăн, 2015

Театра - чечек çыххипе

Чăваш Енри театрсем çĕнĕ сезона уçмашкăн хĕрÿ хатĕрленеççĕ. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ 56-мĕш сезонне сентябрĕн 11-мĕшĕнче "Нарспи" оперăпа пуçлĕ.

Оперăпа балет театрĕ хăйне евĕр акци ирттерет. Çынсене сентябрь уйăхĕ тăршшĕпех спектакльсене тÿлевсĕр кĕртĕç. Анчах куракансен хăйсемпе пĕрле чечек çыххи илсе килмелле, вĕсене артистсене парнелемелле.

10 Авăн, 2015

Упăшкине вĕлернĕ

Канашри районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ 26-ри хĕрарăма тытса чарнă, вăл хăйĕн упăшкине вĕлерме пултарнă тесе уголовлă ĕç пуçарнă.

Следстви версийĕ тăрăх, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Канаш хулинче çамрăк хĕрарăм килĕнче, общежитире, пулнă. Упăшкипе пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн хирĕçсе кайнă. Хытах харкашă вĕсем. Хĕрарăм аллине çĕçĕ тытнă та 29 çулти упăшкине кăкăр тĕлĕнчен чикнĕ. Лешĕ йывăр сурансене тÿсеймесĕр çавăнтах вилнĕ. Уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ.

10 Авăн, 2015

“Çамрăксен хаçачĕн” пики

<=Эпĕ Оля Баранова ятлă, 26 çулта. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Гороскоппа - Пулă. Пушă вăхăтра кĕнеке вулама юрататăп. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнатăп, йогăпа интересленетĕп.

=>Сăнÿкерчĕкре - Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Лукиянова. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухать. Спорта юратаканскер çăмăл атлетикăна кăмăллать, хутăш кĕрешÿ секцине те çÿрет. Пушă вăхăт тупăнсанах алла акварельпе киçтĕк тытма васкать. Тусĕсемпе кинотеатра çÿреме, урамра уçăлса çÿреме юратать.

Pages