Новости по теме

24 Авăн, 2015

«Ялхуçалăх çыравĕ çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?» викторина

«Ялхуçалăх çыравĕ çинчен эсир мĕн пĕлетĕр?» викторинăна патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри Территори органĕпе республикăри ачасемпе çамрăксен «Тантăш» хаçат редакцийĕ йĕркелеççĕ.

24 Авăн, 2015

Крымра - чăвашсен пĕрлешĕвĕсем

Крым Республикинче чăвашсен наципе культурин пĕрлешĕвĕсем йĕркеленнĕ. Виçĕ пĕрлешĕве кĕçех юстици органĕсенче регистрацилĕç.

Учредитель пухăвĕ Крымра сентябрĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ. Чăвашсен наципе культурин автономийĕсем Ялтăра тата Симферопольте йĕркеленнĕ. Çав кунах кунашкал организацие Севастопольте тума йышăннă. Çапла майпа Раççейре тата ют çĕршывсенче чăвашсен пĕрлешĕвĕсен йышĕ 99-а çитĕ.

24 Авăн, 2015

Мăшăрланмалли зал

Шупашкарта ку таранччен çамрăксем Мăшăрлану керменĕнче хут уйăрттарнă. Хĕрÿ тапхăрта, çулла, унта черет пысăкчĕ. Халĕ тĕп хулара мăшăрланмалли тепĕр зал ĕçлеме тытăннă.

Вăл - Шупашкарти Калинин районĕнче. Зал çемье çавăрма шухăш тытнисене сентябрĕн 19-мĕшĕнче йышăнма пуçланă. Çак кун мăшăра регистрациленĕ тата пĕрлешнĕренпе нумай çул пурăнакансене чысланă.

24 Авăн, 2015

Операци хыççăн вилнĕ

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ пĕр больницăри реаниматолог анестезиолог тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл професси тивĕçĕсене пурнăçланă чухне çынна асăрханмасăр вĕлернĕ тесе шухăшлаççĕ.

Следстви версийĕ акă мĕн пĕлтерет: кăçалхи июлĕн 13-мĕшĕнче çак тухтăр операци ирттернĕ. Анчах 48 çулти пациент çур сехетрен сывлама чарăннă. Судпа медицина экспертизи палăртнă тăрăх, хĕрарăм тĕрĕс мар тунă операцие пула куçне яланлăхах хупнă. Халĕ уголовлă ĕçе малалла уçăмлатаççĕ.

24 Авăн, 2015

Салтака каяс вырăнне - Мускава

Шупашкарти Калинин районĕнчи следстви уйрăмĕ 31 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна Çар комиссариачĕ 2004 çултанпа шыранă. Вăл салтака каясран тарса çÿренĕ тесе шухăшлаççĕ.

23 Авăн, 2015

Эпир хамăрăн вулакансене хисеплетпĕр, хаклатпăр, хÿтĕлетпĕр

Редакцие пĕр хĕрарăм килчĕ. Унăн ялта пурăнакан ашшĕ, «Хыпар» хаçата нумай çул тăршшĕ пĕр сиктерми çырăнаканскер, юратнă пичет кăларăмне йĕркеллĕн илсе тăрайми пулнă-мĕн. Ватă çын пăшăрханăвне чĕрине çывăха илекен хĕрĕ сых ятне тенешкел хаçат çырăнни çинчен квитанцие те чиксе килнĕ. Хаçатăн индексне те, çурçуллăх хакне те... - йăлтах тĕрĕс палăртнă унта. Чăрмавĕ мĕнре, камра пулнине тĕпчесе пĕлме вырăна çитсе килмешкĕн шут тытрăмăр. Тепĕр тесен, Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел тăрăхĕнче «Хыпар» вулаканĕсем сахалăн пулакан марччĕ - хамăр туссемпе курнăçса вĕсен савăнăçĕ-нуши çинчен пĕлме эпир яланах хавас.

Pages