Новости по теме

28 Авăн, 2015

Пултаруллисем харăсах темиçе ĕç сĕнме пултараççĕ

ЧР Культура министерстви чăвашсен паллă драматургĕ тата композиторĕ Федор Павлов палăкĕ валли хатĕрленĕ проектсен чи лайăх эскизне суйласа илесси малалла пыни çинчен пĕлтерет. Конкурса хутшăнакан ĕçсене декабрĕн 1-мĕшĕччен йышăнаççĕ /ноябрĕн 30-мĕшĕ - юлашки кун/. Проектсене Шупашкарти Президент бульварĕнчи 17-мĕш çуртри 412-мĕш пÿлĕме çитерсе памалла. Ăсталăх ăмăртăвне хутшăнакансем харăсах темиçе ĕç сĕнме пултараççĕ. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефон: 8/8352/ 64-20-68.

28 Авăн, 2015

«Хĕвеллĕ» ачасен хĕвеллĕ пуласлăхĕшĕн

Йĕпреçри ятарлă çак шкулшăн иртсе пыракан çул çитĕнÿсем тĕлĕшпе тухăçлă пулнăран кунти ĕçченсемпе воспитанниксен савăнăçне пĕрле пайлама сентябрĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов килсе çитрĕç.

28 Авăн, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Наци кросĕ-2015» Пĕтĕм Раççейĕпе ирттернĕ чупăва хутшăннă

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейре чупу кунĕ иртрĕ. Çакна кура çĕршывра пурăнакансем яланхиллех "Наци кросне" старта тухрĕç. Спорт уявне çулсерен Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕ ӳсĕмри çĕршер, пиншер çын хутшăнать. Спорта, физкультурăна юратакан Чăваш Ен çыннисем те "Наци кросне" тăрăшсах хатĕрленчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта  «Наци кросĕ-2015» Пĕтĕм Раççейĕпе ирттернĕ чупăва хутшăннă.

28 Авăн, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Сĕт фестивалĕ -2015» торжествăлла мероприятине хутшăннă

Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Сĕт фестивалĕ -2015» торжествăлла мероприятине хутшăннă. Палăртнă уява Шупашкарти Пăр керменĕнче ирттернĕ. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕсем Николай Малов, Олег Мешков, сĕт туса илекенсен Наци союзĕн правленийĕн Председателĕ Андрей Даниленко тата та ытти официаллă çынсем пухăннă.

28 Авăн, 2015

Çĕнĕ спектакльсен вăхăчĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ "Вĕри юнлă çемçе чун" спектакльпе /И.Максимов-Кошкинский/ 98-мĕш сезонне уçрĕ. Çуркуннехи премьерăна куракансем ăшшăн йышăннăччĕ. Çавна май театрăн тĕп режиссерĕ, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ку ĕç ăнăçлă пулса тухни çинчен каланăччĕ.

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче сцена ăстисем Чăваш халăх çыравçи Николай Терентьев пьеси тăрăх хатĕрленĕ "Ыйăх çухатнисем" спектакль кăтартĕç. Унăн режиссерĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов.

28 Авăн, 2015

Вĕренес вырăнне...

Шупашкарти пĕр шкулта 11 класра вĕренекен икĕ хĕре наркотиксене саккунсăр майпа упраса салатнăшăн айăпланă.

Суд РФ СКĕн республикăри следстви органĕсем пуçтарнă материалсем Шупашкарта пурăнакан 17 тата 18 çулти хĕрсене айăплă тесе йышăнма çителĕклĕ тесе палăртнă.

Pages