Новости по теме

2 Юпа, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Чăваш гидрометеорологи центрĕн ĕçченĕ Марина Китарьева пĕлтернĕ тăрăх - канмалли кунсенче ăмăр çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа çумăр çукалать. Сывлăш температури кăнтăрла 10-15, каçхине 5-7 градус ăшă пулать. Çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет, эрне пуçламăшĕнче кăнтăр-хĕвеланăç еннелле улшăнать. «Юлашки çулсенче октябрь уйăхĕ уяр пулаканччĕ, карчăк ăшши те вăрăма тăсăлаканччĕ. Çитес эрнере те çанталăк ăшăтатех, малашне те хĕвел ăшшипе киленме май пулĕ», - терĕ Марина Анатольевна.

1 Юпа, 2015

Мускавра чăваш кросĕ иртет

Мускавра пурăнакан чăвашсем кроса хатĕрленеççĕ. Октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Сокольники" паркра чăваш кросĕ пĕрремĕш хут иртĕ. Ăна Ардалион Игнатьев ячĕпе хисеплĕç.

Кросс ирттересси пирки Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков тата парк директорĕ Андрей Лапшин тĕлпулура калаçса татăлнă. Ăмăртăва тĕрлĕ ушкăнра ирттерме палăртнă. 14 çул тултарманнисем, 18-а çитменнисем, 50 çулчченхи хĕрарăмсемпе арçынсем тата аслăраххисем уйрăммăн тупăшĕç. Кроса хутшăнакансем 10 сехет тĕлне пухăнĕç. Ăмăрту 11 сехетре пуçланĕ.

1 Юпа, 2015

Ентешĕн фильмне килĕштернĕ

Нумаях пулмасть кĕске метражлă фильмсен "Арткино" Пĕтĕм Раççейри фестивалĕ пулнă. Вăл çулсерен Мускавра уçăлать те çĕршыври 50 ытла хулара иртет. Унта 30 минутран ытла мар тăсăлакан фильмсем хутшăнаççĕ.

1 Юпа, 2015

Виçĕ тус тĕл пулсан

Сентябрĕн 25-мĕшĕнче йĕрке хуралне Муркаш районĕнчи Юрпаш ялĕ çывăхĕнче «Лада Калина» автомобиль çунни пирки пĕлтернĕ. МЧС ĕçченĕсем çулăма сÿнтернĕ хыççăн водитель ларкăчĕ çинче 49 çулти хĕрарăм виллине тупнă. Ку ĕç тĕлĕшпе Етĕрнери районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет.

1 Юпа, 2015

11-мĕш класс пикисене айăпланă

450 грамм ытла наркотик упранă икĕ хĕре нумаях пулмасть суд тунă, вĕсене саккунлă мар майпа "спайс" сарнăшăн айăпланă.

Шупашкарта пурăнакан, 11-мĕш класра вĕренекен 17 тата 18 çулсенчи пикесем хура ĕçе явăçнине çирĕплетмешкĕн ЧР Следстви управленийĕ материал çителĕклĕ пухнă. Чиперккесем преступленисен 6 тата 7 эпизодне хутшăннине палăртнă.

1 Юпа, 2015

Хырăмĕ выçнăран-ши... çыртнă?

Кăçалхи августăн 17-мĕшĕнче Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнчи супермаркетсенчен пĕринче ÿсĕр хĕр икĕ булкăпа салата, пурĕ 64 тенкĕлĕх, укçа тÿлемесĕрех илсе тухма тăнă. Суту-илÿ залĕн ĕçченĕ вăрра асăрханă та полицие пĕлтернĕ. Йĕрке хуралçисем çимелли йăкăртса тухнă хĕре полици уйрăмне пыма ыйтнă. Анчах хĕр унта кайма хирĕçленĕ, вăйлах турткалашнă. Пакунлисем автомобиле ăна вăйпа лартнă чухне пике, хырăмĕ выçнăран-ши, малтан - пĕр полицейские, кайран теприне сулахай алăран çыртнă. Çапах хăйне йĕркеллĕ тытма пĕлменскере алхасма паман.

1 Юпа, 2015

Компьютер умĕнчен - суда

Çĕнĕ Шупашкар сучĕ шкулта вĕренекен 17-ри çамрăк тĕлĕшпе приговор вуланă. Каччăна халăхсен хушшинче курайманлăх, тĕрлĕ наци çыннисен хушшинче хирĕçÿ çуратма пултаракан ĕçсем тунăшăн айăпланă. Унăн патшалăха 100 сехет ĕçлесе татмалла пулĕ. Приговор саккунлă вăя кĕмен-ха.

Следстви палăртнă тăрăх, каччă 2014 çулхи октябрьте килĕнчи компьютерĕнчен Интернетри социаллă сете кĕрсе экстремистла икĕ видеоматериал вырнаçтарнă.

1 Юпа, 2015

Пĕрер хăма, кирпĕч сĕтĕрсех аркатнă

Ятарласа та мар, ял-ял витĕр çÿренĕ чухне, ăнсăртран пирĕн куç тĕлне тĕл пулаççĕ вĕсем, ишĕлекен клубсем. Халăха илĕртсе савăнăç парнеленĕскерсен шăпи мĕншĕн çавнашкал хурлăхлă вĕçленнĕ-ха? Ял çыннисен, çамрăкĕсен культура шайĕ пĕчĕкленсе пынипе ишĕлнĕ çуртсен хушшинче çыхăну пур-и? Клубсăр ялсене çитсе курнă хыççăн нумай ыйту канăç памасть. Çак кунсенче Красноармейски районĕнче çÿренĕ май асăрханă ÿкерчĕксем те чуна ыраттарчĕç.

30 Авăн, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 15-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине Николай Никифоровăн «Кăçал тухăç мĕнле вара?» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата вулакан çырăвĕ - «Хытăрах шалтлат "Капкăнăм».

30 Авăн, 2015

Парламентăн тĕп йышĕ - Иван Моториншăн

ЧР Патшалăх Канашĕн ĕнер уçăлнă черетлĕ вăтăр иккĕмĕш сессийĕн кун йĕрки анлă пулнине унта виçĕ теçеткене яхăн ыйту кĕртнĕ пăхмасăр чылайăшĕ маларах интрига текенни списокри пĕрремĕш ыйтупа çыхăнни пирки калаçкалатчĕ.

Pages