Новости по теме

2 Юпа, 2015

Икĕ енĕшĕн те усăллă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 30-мĕшĕнче Хусан хулинче Венгри Республикин Раççей Федерацийĕнчи генеральнăй консулĕпе Ференц Контрапа тĕл пулнă. Тĕлпулăва Венгрин Генеральнăй консульствин экономикăн тулаш ыйтăвĕсемпе ĕçлекен атташи Шпиндлер Жолт, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин, Раççей Федерацийĕн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Чулхулари представительствин Шупашкар хулинчи уйрăмĕн ертÿçи Александр Погодейкин хутшăннă.

2 Юпа, 2015

Правительствăн çĕнĕ тытăмне сÿтсе явнă

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Иван Моторин премьер-министрпа тата хăйĕн Администрацийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Васильевпа канашлу ирттернĕ.

2 Юпа, 2015

Пĕр ыйту та татăлмасăр юлмĕ

Калаçу - пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсем çинчен

Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе сентябрĕн 30-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Инвестици лару-тăрăвне лайăхлатакан тата Экономика канашĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ.

2 Юпа, 2015

Ку - тĕрĕслев кăна

«Инкек-синкек куçа курăнса килмест», - теççĕ халăхра. Кĕтмен ăншăрт пысăк шар кăтартма пултарать. Çавăнпа та пурнăçра хăрушсăрлăх яланах тĕпре пулмалла. Çак ăнлава тĕпе хурса Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ электросиренăсен тата çăлавăн ытти пĕлтерÿ хатĕрĕсене тĕрĕслет.

Енчен те эсир радиопа «Тимлĕ пулăр! МЧС хыпарне итлĕр: октябрĕн 6-мĕшĕнче 10 сехетре тата 10 сехет те 30 минутра хыпарлавăн электросиренисене тĕрĕслеççĕ. Çак самантра шикленсе ÿкме кирлĕ мар, хăвăр ĕçĕрсене малалла тăсма пултаратăр» тенине илтсен ăнланăр: ку - тĕрĕслев.

2 Юпа, 2015

Комиссисен йышĕ паллă

Республикăри 15 район тата 2 хула администрацийĕн пуçлăхĕн полномочийĕсем вĕçленнĕ, контракт вăхăчĕ тухнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сентябрĕн 29-мĕшĕнче Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккунĕн 37-мĕш статйин 5-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Муркаш, Етĕрне районĕсемпе Улатăр хула администрацийĕсен пуçлăхĕсен должноçне йышăнма конкурс ирттересси çинчен калакан Хушăва алă пуснă, комиссисен йышне çирĕплетнĕ. Ыттисен районсен тĕлĕшпе те документсене хатĕрлесе çитернĕ.

2 Юпа, 2015

Кĕрхи призыв пуçланчĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Главнокомандующийĕн Приказĕпе килĕшÿллĕн октябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕрхи призыв пуçланчĕ.

Çар ретне кăçал пирĕн республикăри 1220 çамрăк тăрĕ. Çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Сергей Козюра полковник пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем пурте медицина тĕрĕслевĕсем витĕр тухнă, пурне те «çар тивĕçне пурнăçлама юрăхлă» тесе йышăннă. Салтак тумне тăхăнакансен пысăк пайĕ - аслă пĕлÿллĕ. Çурхи призывра вĕсем 22: пулнă, хальхинче - 23:.

2 Юпа, 2015

Ача мĕнпе айăплă?

Чăннипех - тискер тĕслĕх. 12 çулти ача пурнăçĕ татăлнă. Ним айăпсăр çĕртен...

Уголовлă ĕç пуçарнă, преступлени тунă çынна, врач-психиатр патĕнче шутра тăракан 53 çулти 3-мĕш ушкăн инвалидне, тытса чарнă. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн пресс-служби следстви версине пĕлтерчĕ.

2 Юпа, 2015

Ярмăркка урамĕнче çапла пулнă

СК следстви органĕсем хĕрарăм вилĕмĕ тĕлĕшпе УК 109 статйин 2-мĕш професси тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннине кура асăрханмасăр çынна вилĕм кÿни пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Хĕрарăм асфальт хуракан машина айне пулса вилнĕ.

2 Юпа, 2015

Чăваш Ен – чи лайăххисен шутĕнче

Раççей Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин патшалăх пулăшăвĕн пахалăхĕн тата çынсем унпа усă курма пултараслăхĕпе Чăваш Ен чи лайăх субъектсен шутĕнче пулнине палăртнă.

2015 çулхи сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раççей ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин РФ субћекчĕсен патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан аслă органĕсен ертÿçисен халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене йĕркелесе тăракан çумĕсемпе тата РФ субћекчĕсен ĕçлев органĕсен пуçлăхĕсемпе курав мелĕпе йĕркеленĕ селектор канашлăвĕ ирттернĕ.

2 Юпа, 2015

«Кĕмĕл ĕмĕр» галерейăра куравсем çĕнелсех тăраççĕ

Наци библиотекинчи «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейăра авăнăн 9-мĕ­шĕнче Олег Польдяев художникăн «Пахча тулли чечек» /Там, где цветы заполнили сад/ куравĕ уçăлнăччĕ.

Pages