Новости по теме

9 Юпа, 2015

Крымра чăваш автономийĕсем йĕркеленчĕç

Февраль уйăхĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев туслă çыхăну йĕркелес тĕллевпе Крым Республикинче пулнăччĕ. Çавăн чухнех çурутрав çинче пурăнакан чăвашсем Крым Пуçлăхĕпе Сергей Аксеновпа автономи йĕркелеме калаçса татăлнăччĕ.

9 Юпа, 2015

"АнтиДилер" - ÿсĕр водительсене хирĕç

ЧР ШĔМĕ çумĕнчи Общество канашĕ Чăваш Енри тата Мари Элти гражданла активистсем валли ÿсĕр водительсене тупса палăртас тата общество ĕçченĕсем право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлес енĕпе семинар-практикум ирттернĕ.

9 Юпа, 2015

Гендиректорччĕ. Халь - ристан

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ юнкун "Чăваш энергосбыт компанийĕ" АУО /ЧЭСК/ гендиректорĕ пулнă Михаил Ширунов тĕлĕшпе Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ пуçарнă тата тĕпченĕ уголовлă ĕçпе приговор палăртнă.

9 Юпа, 2015

Ачасем валли - проза та, психологи те

Шупашкарти 40-мĕш шкулта «Проза - ачасем валли» литература конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Конкурса çыравçăсен пĕрлĕхĕсен пĕтĕм тĕнчери сообществин членĕ Вера Львова пуçарнипе йĕркеленĕ. Ачасем валли хайлакан çыравçăсен ку тупăшăвĕ кăçал 25-мĕш хут иртрĕ.

9 Юпа, 2015

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче ăмăр çанталăк пулать, хушăран уяртать, вырăн-вырăнпа юр е йĕпе юр çăвать. Сывлăш температури кăнтăрла - 0-3 градус ăшă, каçхине 2-7 градус сивĕ пулать. Çил çĕрле çурçĕр-хĕвеланăç, кăнтăрла кăнтăр-хĕвеланăç енчен 7-15 метр хăвăртлăхпа вĕрет, вырăн-вырăнпа тăман вĕçтеркелет. Çĕр сивĕнсе пырать, шăнтать. Атăлри шыв 9 градус ăшă тăрать. Хĕвел ирпе 6 сехетре тухать, каçхине 17 сехетре анать. Кун тăршшĕ - 11 сехет. «Кунашкал çанталăк юнкунчченех тăсăлĕ. Ун хыççăн кăшт ăшăтма е татах сивĕтме пултарать.

8 Юпа, 2015

Тĕнче кубокĕн хуçи

Анапăра кикбоксинг енĕпе WAKО версипе Тĕнче кубокĕ иртнĕ. Унта чăваш спортсменĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Кăçал тĕп парнешĕн 26 çĕршыври 1062 спортсмен вăй виçнĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентешсем виççĕн пулнă. 71 килограмм тайманнисен виçе категорийĕнче Артур Шишокин 3-мĕш пулнă. Виталий Гаврилов вара 67 килограмм тайманнисен виçе категорийĕнче виçĕ кĕрешÿре выляса яман, çапла майпа вăл Тĕнче кубокĕн хуçи пулса тăнă.

8 Юпа, 2015

Путина халалласа юрă çырнă

Арнольд Иванов 11 çулта кăна-ха. Вăл Шупашкарти 4-мĕш гимназире вĕренет. Апла пулин те арçын ача республикипех палăрма пултарчĕ. Нумаях пулмасть вăл РФ Президентне халалласа рэп стилĕпе юрă çырнă.

8 Юпа, 2015

Шупашкара килнĕ... ревизор

Халĕ ял-салари чылай пÿрт тăрринче, айккинче турилкке çакăнса тăрать, çавăнпа таçти аякри тĕттĕм кĕтесре пурăнакансем те 500 телеканалтан сахал мар кураяççĕ. Вĕсенчен пĕринче - "Пятница" ятлинче - çамрăксен, аслă ÿсĕмрисен кăмăлне каякан кăларăм пур. Вăл "Ревизорро" ятлă.

Pages