Новости по теме

12 Юпа, 2015

Мунча кĕме кайсан...

Шупашкарти Мускав район сучĕ тĕп хуламăрта пурăнакан 33 тата 34 çулсенчи икĕ арçын тĕлĕшĕпе приговор йышăннă, вĕсене влаç представителĕсене тапăннăшăн айăпласа 1 тата 2,5 çуллăха условлă майпа ирĕклĕхсĕр хăвармалла тунă.

12 Юпа, 2015

Куçма Турхан эткерлĕхĕ

Куçма Турхан çуралнă кун - юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче - Наци библиотекинче литература каçĕ ирттересси пирки иртнĕ номерте çырнăччĕ. Унта Хусан хулинчен, Комсомольски районĕнчен хăнасем килсе çитрĕç. Мероприятие çавнашкалах унпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, педуниверситет студенчĕсем хутшăнчĕç.

"Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман çырнă вăхăтра автор Чулхула облаçĕнчи Шеремет ялĕнче пурăннă. Çавна май хăйĕн ĕçĕнче унти чăвашсен кун-çулне, йăли-йĕркине çырса кăтартнă, çак тăрăхри çутçанталăка сăнланă. Вăл Михаил Андреев патĕнче пурăнни паллă.

9 Юпа, 2015

«Ылтăн кĕркунне» йыхравлать

Октябрĕн 8-11-мĕшĕсенче Мускаври Пĕтĕм тĕнчери курав центрĕнче Раççейри агропромышленноç комплексĕн «Ылтăн кĕркунне - 2015» куравĕ иртет. Унта 64 регионран тата 24 ют çĕршывран 2500 предприяти хутшăнать. 63 пин тăваткал метрта АПК отрасльне сăнлакан экспозици вырнаçĕ. Ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе, мамăклă чĕрчунпа, кайăк-кĕшĕкпе, 100 ытла ялхуçалăх техникипе тата оборудованипе паллашма пулĕ куравра.

9 Юпа, 2015

Ентешĕсем ăна манмаççĕ

Чăваш АССР халăх артисчĕ Игнатий Молодов çуралнăранпа кăçалхи октябрĕн 16-мĕшĕнче 110 çул çитет. Вăл Теччĕ уесĕнчи Кĕçĕн Елчĕк /халĕ Елчĕк районĕнчи Елчĕк ялне кĕрет/ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çак ятпа Елчĕкри культура керменĕнче хаваслă уяв иртнĕ. Культура ĕçченĕсем куракансене Игнатий Осиповичăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех СССР халăх учителĕ Петр Чернов паллă артист пирки асаилнĕ. Уявра Анатолий Тимофеевпа Людмила Молодова пухса хатĕрленĕ «О театре и о себе»» кĕнекен презентацийĕ иртнĕ. Сăмах май, Анатолий Артемьевич кăçал виçĕ кĕнеке кăларнă.

9 Юпа, 2015

Ухсайсен музейĕ уçăлнă

Куславкка районĕнчи Карачри ял вулавăшĕнче Яковпа Мария Ухсайсен музейĕ уçăлнă. Ырă çак ĕçе пуçаракансем - Ольга Яковлевна Ухсайпа Карачри ял тăрăхĕ.

Уява хутшăннисене Ольга Яковлевна ашшĕпе амăшĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартнă. Яков Гаврилович Ухсай - чăваш халăх поэчĕ. Вăл - 60 ытла кĕнеке авторĕ. Унăн хăшпĕр хайлавĕсем тĕнчипех сарăлнă: «Тутимĕр», «Кĕлпук мучи», «Чапаевпа тĕлпулни», «Шурă хурăнпа калаçни», «Ача чухнехи çăлтăрăм».

Мария Ухсай повеçĕсемпе пьесисене те халăх лайăх пĕлет. Унăн чылай драмипе камичĕ куракансен умне тухнă.

9 Юпа, 2015

Çамрăклăх урамĕнче - нумай ачаллисем

Канаш районĕнчи Анаткас Уçырмари ял тăрăхĕнче кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă 7 çемье çĕр лаптăкĕ илме черетре тăнă. Нумаях пулмасть вĕсене унпа тÿлевсĕр тивĕçтернĕ. Çак çемьесем лаптăксенче малашне çурт-йĕр çавăрĕç.

Вĕсене çĕр участокĕсене Кĕлтеçулĕ ялĕнчи Çамрăклăх урамĕнче уйăрса панă.

2014-2015 çулсенче Анаткас Уçырмари ял тăрăхĕ йышлă 17 çемьене çĕрпе тивĕçтернĕ.

9 Юпа, 2015

Чи маттуррисем - Васильевсем

Йĕпреç районĕнче «Çулталăк çемйи - 2015» республика конкурсĕн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Унта вунă çемье хутшăннă. Кашнийĕ хăйĕн ăсталăхне, пултарулăхне ĕçченлĕхне кăтартнă. Конкурсра Ирçе Çармăс ял тăрăхĕнче пурăнакан Александр Петровичпа Алена Владимировна Васильевсен çемйи çĕнтернĕ. Вĕсем 18 çул пĕрле пурăнаççĕ. Васильевсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ, спортпа туслă. Ĕçри, спортри çитĕнÿсемшĕн чылай Хисеп хутне тивĕçнĕ. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче çак çемье Йĕпреç районĕн чысне хÿтĕлĕ. Сăмах май, «Çулталăк çемйи» конкурса республикăра вунвиççĕмĕш хут йĕркелеççĕ.

9 Юпа, 2015

Куравра - техника

Шупашкарти трактор историйĕн музейĕ çитĕннисемшĕн те, шкул ачисемшĕн те кăсăклă. Кунти экспонатсем - тĕрлĕ çулти техника. Ют çĕршывра кăларнă тракторсем те пур. Музей директорĕ Альберт Сергеев ырă пуçару тунă: ĕлĕк тĕрлĕ ĕçре усă курнă техника пирки халăха ытларах пĕлтермелле. Çак тĕллевпе районсенче куравсем йĕркелеме палăртнă. Ялта пурăнакансене хулана çитсе килме çăмăлах мар, шкулта вĕренекенсем те Шупашкарта час-часах пулаймаççĕ. Çавăнпа та ĕлĕкхи техникăна ÿкерчĕксенче те пулин кăтартма май тупнă. Ку таранччен хăшпĕр районта куравсем иртнĕ.

9 Юпа, 2015

Тÿрĕ кăмăлпа, вăй хурса ĕçлемелле!

Правительствăн çĕнĕ йышĕнчен Михаил Игнатьев çакна кĕтет

Министрсен Кабинечĕн çĕнĕ йышĕпе паллаштарни - çапла ят памалла пуль юнкун ирхине Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕлпулăва. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ министрсемпе курнăçрĕ, киввисемпе сывпуллашрĕ.

Кайнисем

Pages