Новости по теме
Илемлĕ мăкăнь...
Пахчари мăкăнь çеçке çурсан епле илемлĕ! Анчах ăна, наркотиклă ытти ÿсентăрана çитĕнтернĕшĕн Уголовлă кодекспа тата Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодекспа килĕшÿллĕн явап тыттарни пирки хăшĕсем пĕлмеççĕ те пулас.
КоАПăн 10.5.1 статйипе килĕшÿллĕн уголовлă майпа явап тыттармалла мар тĕслĕхсенче наркотиклă ÿсентăрана саккуна пăсса çитĕнтернĕшĕн граждансене 1,5-4 пин тенкĕлĕх административлă майпа штрафлама е 15 талăк таран арестлеме пултараççĕ. Юридици вăйĕнчи тытăмсене 100-300 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп редакторсен кунне халалланă мероприятине хутшăннă
Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тĕп редакторсен кунне халалланă мероприятине хутшăннă. Палăртнă пулăмра Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем тата ыттисем те пулнă. Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев халăх патне тĕрĕс хыпар илсе çитерес ĕçре журналистсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каланă. «Пирĕн пурсăмăрăн та тивĕç, пĕр пек позици – уçăмлăн ĕçлесси, Чăваш Ен халăхĕ патне тĕрĕс хыпарсем вăхăтра илсе çитересси», - тенĕ вăл.
«Мы должны взаимодействовать и выстраивать конструктивные отношения со СМИ», - Глава Чувашии Михаил Игнатьев
14 октября Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в Дне главного редактора республиканских и районных средств массовой информации.
Михаил Игнатьев отметил особую значимость работы журналистов для доведения объективной, актуальной информации до жителей республики. «Наша принципиальная позиция – работать открыто, публично и доводить справедливую информацию до жителей Чувашии», - подчеркнул он.
Хак ÿснĕ
Тÿрех кулянса ан ÿкĕр. Сăмах апат-çимĕç хакĕсем пирки пымасть. Ку транспорта кирлĕ-кирлĕ мар çĕре лартакан водительсене пырса тивет.
Малашне Чăваш Енре тытса чарнă транспортсене эвакуациленĕшĕн ытларах тÿлеме тивĕ. Ку ыйтăва Конкурентлă политика тата тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх служби нумаях пулмасть иртнĕ ларура çĕкленĕ. Ара, унчченхи хака 2013 çулхи декабрь уйăхĕнчех йышăннă-çке. Ун чухне транспорта эвакуациленĕ чухне 1 километршăн 142 тенкĕ тÿлеттерме палăртнă. Халĕ вара ку хака ÿстернĕ - 1 километршăн 182 тенкĕ кăларса хума тивĕ.
Географи диктанчĕ
Пĕтĕм Раççейри «Вырăс географи обществи» общество организацийĕ диктант ирттерме шухăшланă. «Пĕтĕм Раççейри географи диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ пирĕн çĕршывра кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче старт илĕ.
Кăнтăрлахи кĕлĕ - чăвашла
Самарти чăвашсен наци культурин автономийĕ Самар тата Сызрань митрополийĕнчен Сергийрен хулари пĕр чиркÿре кăнтăрлахи кĕлле чăвашла ирттерме ыйтнă. Ку ыйтăва айккине сирсе хăварман.
Çамрăксем темĕн пайлайман
Сентябрĕн 26-мĕшĕнче çĕрле Канаш районĕнчи Аслă Мами ялĕнче çамрăксем çапăçнă. Çак ял тата Канаш хулин каччисем темĕн пайлайман. Ун чухне 1 çын вилнĕ. Çавна май Канаш следователĕсем уголовлă ĕç пуçарнă.
Повестка парсан та...
Канашри районсен хушшинчи следстви уйрăмĕ Анаткас Кипеч ялĕнче пурăнакан 21 çулти каччă тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ниçта та тĕпленсе ĕçлеменскер çар тивĕçне пурнăçласшăн мар.
Следстви версийĕ тăрăх, çамрăк çын салтака кайма юрăхлă шутланнă. Анчах вăл 2013 çулхи декабрьтен пуçласа 2014 çулхи декабрьччен, çар комиссариачĕ çичĕ хутчен повестка панă пулин те призывпа çыхăннă мероприятисем витĕр тухма килмен.
Пуçлăхăн - яваплă ĕç
Октябрĕн 16-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери пуçлăх /босс, шеф/ кунĕ. Çак кун ертÿçĕ ĕçĕ яваплăхпа, тимлĕхпе уйрăлса тăнине палăртаççĕ. Пуçлăх профессийĕ - канăçсăр, кану кунĕсĕр ĕç. Кашни утăма тĕплĕн шухăшласа, сăмахшăн яваплăха туйса, хăйне пăхăнакансене хисеплесе, вĕсен ыйтăвĕсене ăнланса, ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пурнăçласа пыма пĕлекен пуçлăх - чăн-чăн ертÿçĕ.
Босс кунне 1958 çулта Патриция Хароски секретарша палăртма сĕннĕ. 1962 çулта Америкăн Иллинойс штачĕн губернаторĕ ăна официаллă йĕркепе çирĕплетнĕ. Çавăнтанпа уява ытти нумай çĕршыв палăртма пуçланă.