Новости по теме

5 Чÿк, 2015

Шыраври экстремист çакланнă

Канаш следователĕсем Тури Юнтапа çынни тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. 42-ри арçын 2009 çултанпах федераци шыравĕнче шутланнă. Ун чухнех ăна халăхсен туслăхне аркатма хĕтĕртнĕшĕн явап тытармалла пулнă.

3 Чÿк, 2015

Халăхсен пĕрлĕхне уявлама - Мускава

Мускавра чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртекен Халăхсен пĕрлĕхĕн уявне пирĕн ентешсем те хутшăнаççĕ. Хĕрлĕ площадь тăрăх ытти халăх ывăл-хĕрĕпе пĕрле чăваш тумĕ тăхăннă 200 ытла пултаруллă çын юрласа та ташласа, карталанса иртĕ.

3 Чÿк, 2015

Пысăк инкек

«Когалымавиа» компанин Airbus А321 самолечĕ Шарм-эль-Шейхран Санкт-Петербург хулине шăмат кун, юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче, Мускав вăхăчĕпе 6 сехет те 51 минутра вĕçеве тухнă. 7 сехет те 14 минутра Ларнакăпа /Кипр/ çыхăну татăлнă. Лайнер Синай çур утравĕн çурçĕр енче ÿкнĕ.

Самолетра 217 пассажир /çав йышра Раççей çыннисем 214-ăн, вĕсенчен 25-шĕ - ачасем/ тата экипаж членĕсем 7-ĕн пулнă. Нумайăшĕ - Петербургра тата Ленинград облаçĕнче пурăннисем. Пурте вĕсем вилнĕ.

3 Чÿк, 2015

Çăмăл автомашинăпа ăмăртнă

Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче автомобилистсен ăмăртăвĕ иртнĕ.

Ăна Ял хуçалăхпа тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен тата Автомобильпе пассажирсен хула транспорчĕн кунĕсене халалланă. ВУЗăн мĕнпур факультетĕнче ăс пухакан 32 çамрăк, вăл шутра хĕрсем те, тупăшнă. Инженери факультечĕ ăмăртакансен трассине, руль умне ларса мĕн-мĕн туса кăтартмаллине палăртнă.

3 Чÿк, 2015

Фестиваль çĕнтерÿçисене чысларĕç

Хăрушсăрлăх тата çынсене çăлассин тематикипе Чрезвычайлă лару-тăру министерстви пулăшнипе йĕркелекен Пĕтĕм Раççейри "Созвездие мужества" VII фестивалĕн Чăваш Енри тапхăрĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç.

3 Чÿк, 2015

Раштав уйăхĕнче пĕтĕмлетĕç

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççейри мĕнпур шкулта Интернет сетĕнчи хăрушсăрлăх урокĕсем иртрĕç. Ачасене хăйсем çинчен тĕрлĕ информацие сетьре епле хупламаллине, ултавçăсен тĕрлĕ серепинчен хÿтĕленме вĕрентрĕç. Автор материалĕсене саккунсăр мелпе çыртарса илнĕшĕн явап тыттарасси çинчен те каласа кăтартрĕç çул çитменнисене. Асăннă занятисене йĕркелеме методика сĕнĕвĕсен ятарлă пуххине хатĕрленĕ.

3 Чÿк, 2015

Уяв кунĕнчи пенсие - маларах

Уяв кунĕнче почта тата Перекет банкĕ ĕçлеменнине шута илсе пенси валеçмелли чÿк уйăхĕнче графика улшăнусем кĕртнĕ.

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче тивĕçмелли пенсие Чăваш Республикинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче параççĕ.

Кăçалхи чÿк уйăхĕн 3-7-мĕшĕсенче валеçмелли пенси укçине Пенси фончĕ Раççей Перекет банкне чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче куçарнă. Кредит организацийĕ нухрата пенсионерăн счетне кĕртнĕ хыççăн ăна илме пулать.

Ытти банкра пенси тÿлемелли вăхăт уйăхăн иккĕмĕш вунăкунлăхне куçнă май тÿлев графикĕ улшăнмасть.

Pages