Новости по теме

11 Чÿк, 2015

Йыш пысăкланать

Кашни спортсмен çитĕнÿ туса çÿлерех çĕкленме ăнтăлать. Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарни вара çĕршывăн пĕрлештернĕ командине лекме, тата та пысăкрах ăмăртусене хутшăнма май парать.

11 Чÿк, 2015

Пирĕн хĕрсен вăйĕ иксĕлми

Чăваш Ен кĕрешÿçисем Раççей, Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче лайăх кăтартусемпе пĕрре мар палăрнă. Ку енĕпе РФ спорт мастерĕсем Елена Карповăпа Анастасия Тарасова ырă ята уйрăмах тивĕç. Нумаях пулмасть пултаруллă спортсменкăсем çĕршыв чемпионатĕнчен тепĕр çитĕнÿпе таврăнчĕç.

10 Чÿк, 2015

Мускавра çухалнă, кунта тупнă

Мускавра çухалнă автомобиле чăваш полицейскийĕсем республика территорийĕнче тытса чарнă. Автомашина ăçтине спутник урлă ĕçлекен хăрушсăрлăх системи пулăшнипе тупса палăртнă.

"Тойота-Камри" хуçи хăйĕн транспорт хатĕрне Мускаври юханшыв портĕнче лартса хăварнă. Таврăнать те - машина çук! Çийĕнчех çывăхри полици уйрăмĕнчен пулăшу ыйтнă.

10 Чÿк, 2015

Сасăламашкăн кая юлман-ха

Раççей ШĔМĕ "Комсомольская правда" Издательство çурчĕпе пĕрле ирттерекен Пĕтĕм Раççейри "Халăх участковăйĕ" конкурс çĕнтерÿçишĕн сасăламалли тапхăр чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă, паян, Полици кунĕнче, вĕçленет - эппин, эсир ентешĕмĕршĕн сасăлама кая юлман-ха.

10 Чÿк, 2015

Акара авăн, уявра - савăн

Уй-хир пушанчĕ. Çĕр тепĕр çуркуннеччен тарăн ыйхăра. Хăш-пĕр лаптăкра кĕрхисем пĕр тикĕссĕн ешереççĕ. Машина-техника паркĕсенче те ĕç шавĕ илтĕнсех каймасть. Фермăсенче вара яланхи пекех хĕрÿ вăхăт. Тĕрĕссипе, ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çулталăкĕпех канлĕх çук.

10 Чÿк, 2015

Хуракассинче - хурлăхлă митинг

Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче 1961 çулта шкулта алхаснă пушарта вилнисене асăнса хурлăхлă митинг иртнĕ. Ун чухне вут-çулăмра 110 çыннăн - 3-15 çулсенчи 106 ачан тата 4 учителĕн - пурнăçĕ татăлнă.

10 Чÿк, 2015

Хоккеистсем валли - çĕнĕ лапам

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Етĕрне районĕнчи Советски поселокне çитсе курнă.

10 Чÿк, 2015

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче - Чăваш Ен вĕрентекенĕ

2015 çулхи çурла уйăхĕн 28-31-мĕшĕсенче Мускавра Вĕрентÿ ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен тата профессипе çĕнĕрен хатĕрлекен академи çуртĕнче Тăван чĕлхе /çав шутра - вырăс чĕлхи/ вĕрентекенĕсен пĕтĕм Раççейри ăсталăх класĕ иртнĕ.

9 Чÿк, 2015

Кивĕ Шăмăршăсем Улах сăрине пухăннă

Шăмăршă районĕнчи Васанти таврапĕлÿ музейĕн ертÿçин, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Герман Ларшниковăн пуçарăвĕпе Кивĕ Шăмăршăра анатри чăвашсен йăлана кĕнĕ "Улах сăри" уявне ирттернĕ. Унта Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин "Янтал" фольклор ансамблĕ те хутшăннă.

9 Чÿк, 2015

Канашсем кальян туртнине хирĕç

Чÿк уйăхĕн 1-30-мĕшĕсенче Канаш хулинче кальян туртакансене хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх ирттереççĕ. Обществăлла вырăнсенче кальян туртни туртакансене хăйсене кăна мар, юнашар çынсене те сиен кÿрет.

Pages