Новости по теме

12 Чÿк, 2015

Колони ĕçченĕн хăтланăвĕ

Шупашкарти Ленин районĕн следователĕсем Раççей ФСИНĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн юсанмалли 1-мĕш колонийĕн сотрудникĕ тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе вĕçне тухнă - 29 çулти арçынна вăрлама хăтланнăшăн явап тыттарасшăн.

12 Чÿк, 2015

Çăмăл машинăран тухайман

Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче çĕрле Канаш полицейскийĕсем патне синкерлĕ хыпар çитнĕ: шăтăка ÿкнĕ ВАЗ-2115 автомашинăра 33 çулти водительпе 29-ти хĕрарăм виллисене тупнă.

Тĕрĕслев материалĕсем тăрăх, руль умĕнче ларнă çамрăк арçын çĕрле Ĕç урамĕнчи икĕ çурт хушшипе пынă чухне коммуналлă служба сотрудникĕсем чавнă 3 метр çурă сарлакăш, 3 метра яхăн тарăнăш шăтăк тавра тытнă хăйăва асăрхаман - машини-мĕнĕпех чăмнă. Шăтăкра шыв пулнă. Арçынпа хĕрарăм транспорт алăкне уçса тухайман - шывпа чыхăнса вилнĕ. Ĕç-пуçа тишкернĕ хыççăн процесс йышăнăвĕ хатĕрлĕç.

11 Чÿк, 2015

«Кĕр сăри» кĕрлерĕ Мускавра

«Хĕрлĕ Октябрь» культура çуртĕнче чăваш халăхĕн «Кĕр сăри» уявне паллă турĕç. Мускаври чăваш наци культура автономийĕпе Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительстви пуçарнипе иртнĕ праçнике 500 яхăн çын пухăнчĕ.

11 Чÿк, 2015

Урамсенчи çула хытараççĕ

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев 2014 çулхи çу уйăхĕнче алă пуснă «Чăваш Республикинче çул-йĕр инфратытăмне аталантармалли хушма мерăсем» указа пурнăçласа кăçал Элĕк районĕнчи 6 ялти урамсенчи çула хытарма пăхнă.

Çĕнĕ объектсен тăршшĕ 5,834 çухрăм. Тĕллеве пурнăçлама федераци хыснинчен - 15,6 млн, республика бюджетĕнчен - 7,5, вырăнти хыснаран 396 млн тенкĕ уйăрасшăн. Шуркасси Юнтапа, Анаткас Сурăм, Хитекушкăнь, Урмай ялĕсенче ĕç пынă.

Строительсем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Кукашни-Юрьевка»-Пĕчченхыр автоçула /1,978 çухрăм/ хытарнă.

11 Чÿк, 2015

Çеçпĕле пуç тайса

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕ - тăван сăмахлăха хаклакансемшĕн, чăвашлăхшăн тăрăшакансемшĕн уйрăм пĕлтерĕшлĕ кун.

Çак кун пирĕн кăвар чĕреллĕ сăвăçăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнă. Кăçалхи Литература çулĕнче ăна сăвап тумасăр, унăн çутă сăнарĕпе вăл пире хушса хăварнине аса илмесĕр, паллах, пултараймастпăр. Вăл чĕннĕ "хыт утăмлă" хастар чăвашсем чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче сăвăçа пуç тайма Шупашкарти палăкĕ умĕнче пуçтарăнма палăртнă. Митинг 10 сехетре пуçланать.

11 Чÿк, 2015

Сире медицина пулăшăвĕ тивĕçтерет-и?

Çĕнĕ проект çивĕч ыйтусене уçăмлатма май парĕ

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли ирттернĕ пресс-конференцире сÿтсе явнă тĕп ыйту - «Уçă министерство» программăпа килĕшÿллĕн вăй илнĕ «Пациентшăн» проект.

11 Чÿк, 2015

Патăрьелсем музейре сăвăсем хайланă

Патăрьелти "Çăкăр" историпе этнографи музейĕнче "Искусствăсен каçĕ" йăлана кĕнĕ культурăпа ăс-хакăл акцийĕ пулнă. Кăçал вăл "Искусство пĕрлештерет" девизпа иртнĕ. Ăна Раççейре Литература çулталăкĕнчен Кино çулне /2016 çула Кино çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ/ куçнипе çыхăнтарнă.

11 Чÿк, 2015

Шкул ачисем ăмăртаççĕ

Юпа уйăхĕнче старт илнĕ шкул ачисен спартакиади кунран-кун вăй илсех пырать. Çамрăк спортсменсем яланхи пекех ЧР Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн вăй виçеççĕ.

Спартакиада тĕллевĕ - яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа спортпа туслаштарасси, вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентесси, пултаруллă спортсменсене тупса палăртасси. Кăçал программăна 8 ăмăрту кĕртнĕ: спорт ориентировки, спорт туризмĕ, волейбол, баскетбол, йĕлтĕрпе чупасси, ишесси, çăмăл атлетика, фитнес-аэробика.

Pages