12 тоннăран ытла таякан фурăсене федераци çулĕсемпе çÿренĕшĕн укçа тÿлеттересси пирки сас-хура тухсан дальнобойщиксем çакна хирĕç акци йĕркеленĕ. Чÿкĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Хыркасси çывăхĕнче 100 яхăн фура колоннăпа çÿренĕ.
Патăрьел следователĕсем 53 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе вĕçне тухнă, ăна çынна асăрхамасăр вилĕм кÿнĕшĕн айăпласшăн.
Следстви версийĕ çапларах: кăçалхи авăнăн 11-мĕшĕнче Нăрваш Шăхаль ялĕнче тырă пушатнă хыççăн «Соболь» автомашинăн ÿсĕр водителĕ пахчара çĕр улми аври çумлакан кинемее асăрхамасăр таптанă. 77 çулти хĕрарăмăн чĕри çавăнтах тапма чарăннă. Ĕç-пуçа район сучĕ çак кунсенчех пăхса тухĕ.
Çар тивĕçне Президент полкĕнче пурнăçласси - пысăк чыс тата яваплăх. Кăçал çак полка кайма Чăваш Енри 10 каччăна суйласа илнĕ. Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче вĕсене Канашри сбор пунктĕнчен служба вырăнне чыслăн ăсатса ячĕç.
Чăвашсен пĕрремĕш кинофестивалĕ Чăваш наци библиотекинче уçăлчĕ. Çак савăнăçлă самантра йĕркелÿçĕсемпе юнашар республикăн культурипе искусствин паллă ĕçченĕсем, Чăваш наци когресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев пулчĕç.
Республика Пуçлăхĕ отпуска кайнине кура тунти кунсерен ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттерекен канашлăва ку хутĕнче Иван Моторин ертсе пыни вырăнлă та пулчĕ пек: кун йĕркинчи промышленноç, çул-йĕр ыйтăвĕсем - шăпах вăл тÿрремĕнех яваплă темăсем.
Министрсен Кабинечĕн шăмат кунхи ларăвĕ анлă йышпа иртнине, унта вырăнсенчи влаç органĕсен ертÿçисене те чĕннине кура ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçăва районсемпе хуласен çĕнĕрен суйланнă пуçлăхĕсене саламланинчен пуçларĕ. Асăрхаттарма та манмарĕ: лава кÿлĕннĕ пулсан - ĕçлемелле.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче «Чăваш Республикин 2015 çулхи тата планланă 2016, 2017 çулсенчи тапхăрта республика бюджетне пайăрлатассин тĕп виçисем çинчен» ыйтупа канашлу иртрĕ. Унта ЧР ĕç тăвакакан влаç органĕсен ертÿçисем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Пĕтĕм Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри регион штабĕн, Общество палатин членĕсем, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç.