Ҫӗнӗ хыпарсем

20 Юпа, 2014

Республикăра - чрезвычайлă лару-тăру

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă май Чăваш Енри темиçе муниципалитет территорийĕнче электропередача линийĕсем пăрланнă, татăлнă, çавна май электроэнерги парса тăрасси чарăннă.

20 Юпа, 2014

Вороновсем малашлăха такăр çул хывнă

Килĕшÿллĕ çемьере ĕç кал-кал пырать. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Турханта пурăнакан Вороновсемпе тĕл пулнă май çакна аванах туйса илтĕм. Галина Поликарповнăпа Юрий Гаврилович пурнăç çулĕпе чĕрĕк ĕмĕр ытла пĕрле утаççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланать. Кил хуçи тăван хуçалăхра инженерта ĕçлет, арăмĕ вара Мучикассинчи вулавăшра вăй хурать. Ĕçчен çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усрать. Галинăпа Юрий мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Галинăн амăшĕ фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Икĕ хĕрне вăл пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнтернĕ. Хĕр пĕрчисем шкулта та лайăх вĕреннĕ.

20 Юпа, 2014

«Ывăлăм чĕнет, анчах килтен каяс килмест»

Çулçă чăштăртатнипе те, çумăр çунипе те киленмелле.       Ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман ялта пурăнать вăл. Ĕмĕрне вырăнти хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Çут çанталăк ăна вăрăм ĕмĕр пилленĕ.

20 Юпа, 2014

Асамлăх таврăнни, ахах-мерченпе кĕмĕл вылянни...

Чăваш тĕрринче илем çеç мар, çырулăх аталанăвĕ те, тĕнче ăнлавĕ те...    Паянхи ăрăва чăваш тĕрри, тумĕ пирки каласа пама ыйтсан мĕнех аса илĕ-ши? Тухья, масмак, сарă, сурпан, шупăр... Çак тата ытти хатĕр пĕчĕккĕн манăçа тухса пырать.

19 Юпа, 2014

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕ туса хуни çинчен пĕлтерчĕ

Паян ирхине, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен правительство Комиссийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта аварисене пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлекен службăсен ертÿçисемпе представителĕсем хутшăнчĕç.

Аса илтеретпĕр: юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунине пула электроэнерги пырса тăракан проводсем пăрланса ларнă. Çавна май Чăваш Енри хăш-пĕр районти ялсем çутăсăр тăрса юлнă.

19 Юпа, 2014

Кÿршĕсем те пулăшаççĕ

Çут çанталăк кăларса тăратнă аварисене пĕтерме кÿршĕсем те пулăшаççĕ. Паянхи /юпа уйăхĕн 19-мĕшĕ/ 11 сехет те 30 минут тĕлне çичĕ районта /Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне/ электроэнерги туллин парса тăма тытăнассине йĕркелес ĕç-хĕлте Саратов, Чĕмпĕр, Самар, Пенза, Оренбург, Чулхула, Владимир облаçĕсенчен тата Мордва республикинчен килнĕ энергетиксем те çине тăрса вăй хураççĕ. Юсав вырăнĕсенче 119 бригада, 137 техника ĕçлет.

Аварисене вĕçлессине хăвăртлатас тесе специалистсене вырăна тухса вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ.

19 Юпа, 2014

Больницăсемпе халăха социаллă пулăшу паракан центрсенче учрежденисен генераторĕсем ĕçлеççĕ

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи ир тĕлне республикăри сывлăх сыхлавĕн организацийĕсемпе халăха социаллă пулăшу паракан учреждение чрезвычайлă синкерлĕхе шута илмен: хăш-пĕр районти учрежденине ăшă тата электроэнерги парса тăма чарăнсан резерври генераторсене ĕçлеттерме тытăннă. Вĕсем юсавсем вĕçленичченех ĕçлĕç.

Сывлăх сыхлавĕнчи учрежденисемпе халăха социаллă пулăшу паракан центрсенчи лару-тăру тăнăçлă, ăна çирĕп тĕрĕслесе тăраççĕ, мĕн кирлипе тивĕçтереççĕ. Учрежденисем яланхи пекех йĕркеллĕ ĕçлеççĕ.

17 Юпа, 2014

Çамрăк педагога пулăшас йăлана тавăрчĕç

Республикăн вĕренÿ тытăмĕнче 1082 организаци, вĕсенче 20 пине яхăн вĕрентекен ĕçлет. Пысăк çав ушкăнра чи çамрăккисем - 137-ĕн, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пуçласа педагог сукмакĕ çине ярса пуснисем. Малтанхи утăмсем вара пĕчĕк пепкешĕн кăна мар, пĕлÿ тĕнчине вĕрентекен пулса алăк уçакансемшĕн те йывăр.

17 Юпа, 2014

Пĕтĕм ыйту татăлĕ

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Пĕтĕмпе 5 çын килнĕ.

Pages