23 May, 2014 | Культура

Наци библиотекинче наци киностудийĕсен фильмĕсен конкурсĕн председателĕ Елена Стишова, Сергей Анашкин кинокритик журналистсемпе, киноискусство ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç, наци кинематографĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

"Çавра сĕтеле" якутсен пултарулăх ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Вĕсем конкурса темиçе фильм тăратнă. Пахалăхĕ те начар мар, Шупашкар çыннисене те килĕшнĕ вĕсем. Якут кинематографĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ теме май пур.

Якутсене çине-çине ÿкерме мĕн хистет?

Тĕплĕнрех - шăмат кунхи кăларăмра.

23 May, 2014

Ака уйăхĕн 20-29-мĕшĕсенче республикăра çурхи сунар тапхăрĕ иртрĕ: сунарçăсем кайăк кăвакалпа ăсан аçине, кăрăпчака, хур кайăка тытрĕç. Чĕр чун тĕнчине хÿтĕлекенсем картран тухнисемпе мĕнле кĕрешеççĕ-ха? «Хыпарăн» çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче тухнă номерĕнче ку ыйтăва ЧР сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Анатолий ПАВЛОВ хуравланă.

23 May, 2014 | Çамрăксем

Ача-пăча валли çырнă кирек мĕнле кĕнеке те кăсăклă вуланать. Унпа "вĕттисем" кăна мар, аслисем те хаваспах паллашаççĕ. "Чун çимĕçне" хайлаканĕ хăй те ача та - апла ку кĕнекене канфетпах танлаштармалла.

23 May, 2014 | Спорт

Пирĕн республикăри аслă ăру çыннисем çамрăксене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сăмахпа кăна мар, ĕçпе хавхалантарса пынине витĕмлĕн çирĕплетеççĕ. Çакă тивĕçлĕ канăва тухнисен хушшинче Раççей спартакиади ирттернинчен те лайăх курăнать.

23 May, 2014 | Культура

Çĕрпÿри тĕп библиотекăра «Вулавăш тата кĕнеке кадрта» сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă. Ăна «Тăван тăрăх - Раççейĕн пĕр пайĕ» район конкурсĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ, Культура çулталăкне халалланă.

Пултарулăх ăмăртăвне районти библиотекăсен ĕçченĕсем хутшăнаççĕ. Экспозицире - Тавăшкасси, Çырмапуç, Конар, Виçикасси библиотекарĕсен ĕçĕсем. Сăн ÿкерчĕксенче - кĕнеке вулама уйрăмах кăмăллакансен, «чун çимĕçĕпе» çыхăннă интереслĕ мероприяти саманчĕсем. Кĕнеке тусĕсен йышăнче ватти те, вĕтти те пур. Хăйне евĕр конкурс çĕнтерÿçине те вулакансемех палăртĕç.

Çак кунсенче Сарă ту облаçĕнчи «Хвалынский» курорт территорийĕнче федерацин Атăлçи округĕн «Туриада - 2014» спорт-туризм лагерĕ ĕçлеме пуçланă.

РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хушăвĕпе йĕркелекен мероприяти пĕрремĕш хут пĕлтĕр иртнĕ. Кăçал лагере 14 регионтан 600 ытла студентпа шкул ачи хутшăнать. Çамрăксем спорт туризмĕн тата спорт ориентировкин дистанцийĕсенче ăмăртĕç, тĕрлĕ конкурсра тупăшĕç, ăсталăх сехечĕсемпе культура мероприятийĕсенче хăйсен ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарĕç.

Халăхсен хушшинчи Шупашкар кинофестивалĕн хăнисем ятарлă мероприятисене хутшăннисĕр пуçне хулапа паллашма та май тупаççĕ. Акă Раççей халăх артисчĕ, паллă режиссер Александр Панкратов-Черный виçĕм кун журналистсем валли пресс-конференци ирттернĕ хыççăн Шупашкар Арбатне çул тытнă.

Pages

Subscribe to