Новости по теме

25 Раштав, 2015

ÇАНТАЛĂК

Канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран юр е йĕпе юр çăвать, вырăн-вырăнпа тĕтре карса илет, тăман вĕçтеркелет. Паян, раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче, кăнтăрла - 0-5 градус сивĕ, каçхине 1-6 градус сивĕ пулать. Ыран, раштавăн 26-мĕшĕнче, кăнтăрла та, каçхине те - 0-5 градус сивĕ. Раштавăн 27-мĕшĕнче 0-4 градус сивĕ пулать. Çил çурçĕр-хĕвеланăç енчен 8-13 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Атăл шывĕ 0-4 градус сивĕ тăрать, пĕчĕк юханшывсенче - 0-6 градус сивĕ. Хĕвел ирхине 8 сехет те 25 минутра тухать, каçхине 15 сехет те 20 минутра анать.

24 Раштав, 2015

Алена Аршинова - "Хыпар" Издательство çуртĕнче

Паян, раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Хыпар" Издательство çуртĕнче нумайлăха асра юлакан тĕлпулу иртрĕ: кунта ĕçлекенсемпе курса калаçмашкăн Раççей Федерацийĕн улттăмĕш суйлаври Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренÿ комитечĕн председателĕн заместителĕ, "Единая Россия" партин Генеральнăй канашĕн президиумĕн членĕ Алена Аршинова килчĕ.

24 Раштав, 2015

Инвестици климачĕ лайăхланать

Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна уçнă май Михаил Васильевич Наци рейтингĕн инвестици лару-тăрăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республика Раççей Федерацийĕн регионĕсем хушшинче чи лайăх вунă субъекта кĕнине палăртрĕ. Çакна консолидациленĕ бюджетăн тупăш пайĕн кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ терĕ.

24 Раштав, 2015

382 саккун республика аталанăвĕшĕн ĕçлеççĕ

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 34-мĕш сессийĕ Юрий Попов спикер парламентăн кăçалхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнипе уçăлчĕ: "Суйлавçăсем депутат мандатне пире шанса панăранпа кашниех хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлама тăрăшрĕ, патшалăхăн социаллă программисене пурнăçа кĕртме витĕмлĕ тÿпине хыврĕ. Кăçал эпир 382 саккун йышăнтăмăр, вĕсем пурте республика аталанăвĕшĕн, унăн экономикин вăй-хăвачĕшĕн, тĕрлĕ сферăпа отрасльти ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ÿсермешкĕн ĕçлерĕ..."

24 Раштав, 2015

Шкулсене - сумлă плакатсем

Раштавăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Çар Мухтавĕн музейĕнче республикăри шкулсене "Тивĕçлĕ астăвăмшăн: Пирĕн ентешсем - Совет Союзĕн Геройĕсем" плакатсен пуххине савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Мероприятие "Халăх фрончĕ" Пĕтĕм Раççейри общество юхăмĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

24 Раштав, 2015

Маттур биатлонистка

Австрири Обертиллиахра Биатлонистсен пĕтĕм тĕнчери пĕрлĕхĕн кубокĕн виççĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Палăртма кăмăллă: унта пирĕн ентеш те хутшăннă. Вăл ăмăртура вăй виçнĕ кăна мар, медаль те çĕнсе илнĕ.

Биатлон шкулĕнче ăсталăхне туптакан Татьяна Акимова спринтер чупăвĕнче 7,5 километра 20 минут та 20,9 çеккунтра парăнтарнă. Иккĕмĕш вырăна та Раççей чысне хÿтĕленĕ спортсменка Ольга Вилухина тухнă. Вăл Татьяна Акимовăна 14,6 çеккунт выляса янă. Итали спортсменки Алексия Рунггальдьер финиша виççĕмĕш çитнĕ. Раççей спортсменки Светлана Слепцова тăваттăмĕш пулнă.

24 Раштав, 2015

25 ĕç вырăнĕ хатĕр

Туристсене Тăвай районĕнчи Тĕмер ял тăрăхĕ «Паснерка» усадьбăпа тĕлĕнтересшĕн.

Çапла, Тĕмерте ял туризмне аталантарасшăн. 25 гектар çĕр çинче вырнаçнă «Паснеркăна» 3 çулта туса пĕтернĕ. Унта икĕ хутлă хăна çурчĕ, конференци залĕ, мунча, утар çурчĕ тата ытти объект пур. Усадьбăна савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне инвесторсем вырăнти тÿре-шараран тав сăмахне тивĕçнĕ. Проекта хута янă чухне унта кунсерен 50 çынна илĕртме, 25 ĕç вырăнĕ тума палăртнă.

23 Раштав, 2015

Патшалăх служащийĕн сумĕ пысăк

Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» тата «Чăваш Республикинчи муниципалитетăн чи лайăх граждан служащийĕ» конкурссене пĕтĕмлетнĕ.

22 Раштав, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне хатĕрлеме сĕнÿсем кĕтетпĕр

Çулталăкăн тĕп документне - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăва - хатĕрлес ĕç пуçланнă.

Pages