Новости по теме

3 Кăрлач, 2016

В Мариинско-Посадском районе прошел новогодний праздник «Зима в провинции»

Сегодня, 3 января 2016 года, в Мариинско-Посадском районе прошли мероприятия в рамках новогодней экскурсионно-развлекательной программы «Зима в провинции», благодаря которой жители и гости района смогли ознакомиться с богатой историей края, обычаями и традициями местных мещан, крестьян, купцов, поучаствовать в новогодних и рождественских представлениях, стать гостями в купеческом доме, увезти с собой сувениры на память об этих удивительных местах.

31 Раштав, 2015

Савăк кăмăл шырама инçе каймалла мар

Кăçал самолетсене Египета вĕçме чарчĕç, Турципе ăнланманлăх сиксе тухрĕ… Ахăртнех, хĕллехи каникула çав çĕршывсенче ирттерме палăртнисем хуйха ÿкрĕç. Ним пăшăрханмалли те çук. Канмалли кунсене Чăваш Енрех усăллă та интереслĕ ирттерме май пур! Кăçал республика çыннисемпе хăнасем валли чылай проект хатĕрленĕ.

31 Раштав, 2015

Çĕнĕ 2016 çул тата çутă Раштав уявĕ ячĕпе саламлатпăр!

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Çĕнĕ 2016 çул тата çутă Раштав уявĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Вĕçленекен çулталăк ансат мар, çапах питĕ интереслĕ, тĕрлĕ пулăмпа пуян пулчĕ.

14 çуллăх тăхтав хыççăн Чăваш Енре пирвайхи хут республика Пуçлăхĕн пĕтĕм халăх суйлавĕ пулчĕ. Вăл уçă та тĕрĕс иртрĕ. Эпĕ мана шаннисене пурне те чĕререн тав тăватăп.

31 Раштав, 2015

Республика Пуçлăхне Çĕнĕ çулпа, Раштавпа саламлаççĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа саламланă: «Эпир çак уявсене яланах çутă туйăмсемпе кĕтсе илетпĕр, пĕр-пĕрне чун-чĕререн çитĕнÿсем, сывлăх тата тăнăçлăх сунатпăр, малашлăха тĕллевсем палăртатпăр. Шухăшлани пурнăçланассине таса чунпа ĕненетпĕр. 2016 çул кашни киле, кашни çемьене ырăлăх, юрату, лăпкă пурнăç илсе килтĕр. Сирĕншĕн тата Сирĕн çемьешĕн телейлĕ пултăр!»

31 Раштав, 2015

Литература çулталăкĕ тухăçлă иртрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне Раççейри кĕнеке кăларакансен Ассоциацийĕнчен ŸАСКИ çыру килнĕ. Унта Ассоциаци Президенчĕ Константин Чеченев Михаил Васильевича Раççейри Литература тата республикăри К.Иванов çулталăкне Чăваш Енре тухăçлă ирттернине палăртса тав тунă.

Çитĕнÿсем куç умĕнче: Пĕтĕм Раççейри «Чи вулакан регион» конкурсра пирĕн Республика Федерацин малта пыракан суб<ектсен пĕрремĕш теçеткине кĕме пултарнă, «Çулталăкри чи лайăх кĕнекесем» ăмăртура Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕсем сумлă Дипломсене тивĕçнĕ.

31 Раштав, 2015

Тав тăватпăр

Вăхăта тытса чарма та, ĕрĕхтерсе малалла чуптарма та май çук. Пĕтĕмпех çутçанталăк саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, хăйĕн еккипе пулса пырать. Сисмерĕмĕр те, тепĕр çулталăк кĕçех хыçа юлать. Мĕнех, пархатарлăх кÿнĕ, кашнийĕн кун-çулĕнче ырă йĕр хăварнă 2015 çулпа сывпуллашма та кăмăллă. Анăçри патшалăхсем тĕрлĕ санкципе ура хума хăтланчĕç пулин те çĕршывăмăр, унпа пĕрле тăван республикăмăр та аталану çулĕнчен пăрăнмарĕç. Экономикăри çитĕнÿсем курăмлă, ял хуçалăхĕ тĕрекленсе пырать, социаллă пурнăç лайăхланать, демографи лару-тăрăвĕ çитĕнÿсемпе савăнтарать.

31 Раштав, 2015

Ашшĕ якатнă çулпа...

Нумаях пулмасть Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Шупашкар ÿнерçин Мария Фомиряковăн "Мы/Эпир" куравĕ уçăлчĕ.

Хăйĕн пултарулăхĕн тĕп тĕллевне вăл несĕлсен авалхи тĕнĕнчи сăнарсене тĕпченинче курать. Экспозицири тĕп картинăсем - чăваш туррисемпе чунĕсен сăнарĕсем. Чăваш мифологийĕнче 200 ытла турăпа вĕсене пăхăнса тăракан чунсем пулнă теççĕ. Вĕсем пур çĕрте те - тÿпере, çĕр çинче, çĕр айĕнче - пурăннă-мĕн. Пантеон пуçĕнче Турă тăнă. Вăл, кĕмĕл çÿçлĕ, кĕмĕл сухаллă, аллине туя тытнă ватă мучи майлăскер, çÿлти тÿпере пурăннă. Ун йĕри-тавра ырă чунлă пирĕштисем çÿренĕ.

31 Раштав, 2015

Чĕмпĕр тăрăхĕнчи таврапĕлÿçĕсен пĕрремĕш съезчĕ

Ульяновскри И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнчи таврапĕлÿçĕсен пĕрремĕш сĕезчĕ иртнĕ.

Ăна йĕркелекенĕсем - Ульяновск облаçĕн Правительстви, Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви, Историпе культурăн Н.М.Карамзин ячĕллĕ ăслăлăхпа тĕпчев институчĕ тата тĕрлĕ организаци йышĕнче Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш таврапĕлÿçисен союзĕ те.

Сĕездăн тĕп ларăвне Ульяновск облаçĕн Правительство ертÿçи Сергей Морозов хутшăннă, чи пултаруллă таврапĕлÿçĕсене чаплă лару-тăрура «Шапка Мономаха» премипе чысланă.

29 Раштав, 2015

Промышленноç комплексĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç

Раштавăн 29-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче промышленноç комплексĕн 2015 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетес ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Унта республикăри 40 ытла пысăк предприяти пуçлăхĕ хутшăнчĕ. Çулталăка ăнăçлă вĕçлекен предприятисен ертÿçисене производство калăпăшне чакарманшăн тав турĕ.

Pages