Новости по теме

19 Кăрлач, 2016

Самантлăха та канăç çук

Хĕллехи сивĕ вăхăтра синоптиксем çанталăк çинчен пĕлтернине çула тухма хатĕрленекенĕн яланах итлеме тăрăшмалла та - тепĕр чухне манатпăр çав. Кĕтмен çĕртен çил-тăман тухма пултарасси пирки вара аса та илместпĕр. Юр вăйлах вĕçтерме тытăннине асăрхасанах киле юлакан вара сан пирки хытах пăшăрханать: "Çитес çĕре вăхăтра çитĕ-ши, çул çинче аташса каймĕ-ши?" Инкек тÿсекенсем вара çулленех тĕл пулаççĕ.

19 Кăрлач, 2016

Унăн картинисенче - иртнĕ ĕмĕр пурнăçĕ

Кăрлач уйăхĕнче Тутарстанри халăхсен Туслăх çуртĕнче Чăваш Ен ÿнерçин куравĕ ĕçлерĕ: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнер искусствипе методикин кафедра пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Смирновăн пултарулăхне курса киленме май пулчĕ.

Педагогика наукисен докторĕн ĕçĕсем хăйнеевĕрлĕ. Куравра Наталья Борисовна юлашки çулсенче çырнă ĕçĕсене тăратнă. Н.В.Овчинников профессора халалланă Раççей шайĕнчи I пленэрне тата Сĕнтĕрвăрри хулинче кăçал çулла иртнĕ Чăваш Ен хĕрарăм ÿнерçисен "Мир цвета глаз женщины" VI пленэрне хутшăннă ĕçĕсене илсе килнĕ.

19 Кăрлач, 2016

Юр кунĕ юр парнелерĕ

Çулталăк календарĕнчи çĕнĕ уявра - Юр кунĕнче - юр çунинчен тĕлĕнме кирлех мар пулĕ. Уява пухăннисене пушшех савăнтарчĕ ку. «Чăн-чăн хĕлле паян», - терĕ ашшĕ-амăшĕ хĕпĕртесе. Ачасене те çил-тăман пачах хăратмарĕ, выляса кулма сăлтав кăна пулчĕ ку. Тĕнчипе анлă сарăлнă уява Раççейĕпе палăртаççĕ.

18 Кăрлач, 2016

«Эсир кунĕн-çĕрĕн ĕçлетĕр…» ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев журналистсене çапла хак пачĕ

Массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство, полиграфи ĕçченĕсем кăрлачăн 16-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявларĕç.

15 Кăрлач, 2016

Страхлакан компанисем лицензисĕр юлнă

Маларах пĕлтернĕччĕ, Раççей Банкĕ 07.10.2015 ç. ОД-2701 / хушупа "Патшалăхăн "Поддержка" страхлакан компанийĕ" АУОн /страховани ĕçĕн субъекчĕсен патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнчи регистраци номерĕ - 1383/ страховани тумалли лицензине чарса лартнă. Çак йышăну Раççей Банкĕн предписанине кирлĕ пек пурнăçламаннипе сăлтавланнă: компани страховани резервĕсем, хăйĕн тата страховани резервĕсен укçине инвестицие хывмалли йĕркепе условисем йĕркелес тĕлĕшпе финанс çирĕплĕхĕн тата тÿлеме пултарассин требованийĕсене уяман.

15 Кăрлач, 2016

Ачасен сывлăхне упрасси - тĕнче шайĕнче

Чăваш Енĕн пĕчĕк ачасен вилĕмне сирессипе çыхăннă кăтартăвĕсем Европа, АПШ тата Япони шайĕсемпе танлашнă. Çакăн пирки РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова Пĕтĕм Раççейри селектор канашлăвĕнче пĕлтернĕ.

Ку мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн тата вĕренÿ министрĕсем Алла Самойловăпа Владимир Иванов хутшăннă.

Pages