Новости по теме

22 Кăрлач, 2016

Унăн картинисене никамăннипе те пăтраштараймăн

Чăваш халăх художникĕн, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕн Виктор Немцевăн алли витĕр тухнă ĕçе урăх никамăннипе те пăтраштараймăн. Унăн - вăл çеç пултаракан стиль, май, ăсталăх.

21 Кăрлач, 2016

Николай Николаев "хыпарçăсене" тав турĕ

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче - "Хыпар" хаçат тухма пуçланăранпа 110 çул çитнĕ кун - "Хыпар" Издательство çуртĕнче "Единая Россия" партин Председателĕн Д.А.Медведевăн регионри общество йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи, Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕ, федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани це

21 Кăрлач, 2016

"Хыпар" вăйне ĕненĕр

Михаил АРЛАНОВ:
"Хыпар" Издательство çурчĕн
директорĕ - тĕп редакторĕ

110 çул каялла, 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче, чăваш тĕнчине тĕлĕнтерсе тĕрлĕ наци çынни пурăнакан Хусан хулинче "Хыпар" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Тин çеç çунă таса юр пек шурă хут çинче пичетленнĕ çĕнĕ номере хĕл варринче алла илсен унăн пĕрремĕш редакторĕн, Хусан университечĕн профессорĕн Николай Васильевич Никольскин чун-чĕринче мĕн тери савăк кăмăл-туйăм хуçаланнă-тăр. Чăвашлăхшăн чăннипех те пысăк, вышкайсăр курăмлă ĕç - сăваплă мисси пурнăçланă ун чухне чăвашран тухнă малтанхи профессор. Çирĕплетсе калама йывăр: шухăшлама пултарнă-ши вăл тапхăрта 28 çулти пĕрремĕш редактор хĕнпе тухнă "Хыпарăн" кун-çулĕ тертлĕ те мухтавлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пуласса? Халĕ, Никольский "Хыпарĕ" 110 çул тултарнă кун, ĕнентерÿллĕн çапла калама юрать: Никольскипе пĕр шухăшлă çынсем кун çути панă "чун çимĕçĕ", унăн вăрлăхĕ чăнниех те тулли тĕшĕллĕ пулчĕ.

21 Кăрлач, 2016

2016, кăрлач /январь/ уйăхĕн 21-мĕшĕ: "Хыпар" хаçат тухма тытăннăранпа 110 çул!

Чăваш халăхĕн пĕрремĕш хаçачĕн - "Хыпарăн" - кун-çулĕ çăмăл пулман. Пăлхавăрлă вăхăтсенче ăна кăларма та чарнă, хаçат ятне те темиçе хутчен улăштарнă. Самана улшăнса тăнă пулин те тăван халăх "Хыпартан" писмен, ăна çырăнса илсе тавракурăмне анлăлатнă, çĕршыв, тĕнче культурипе пĕтĕçнĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Н.В.Никольский "Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ" тесе тăван халăха çутта кăларма, культурине ÿстерме, ăс-хакăл пуянлăхне нумайлатма капашлă вăй хунă.

21 Кăрлач, 2016

Стипендиатсем паллă

Республикăри пултаруллă та пуçаруллă, маттур 1000 çамрăк çулсерен ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн стипендине тивĕçет. Кăçал та вĕренÿре, ăслăлăхра, производствăра çитĕнÿ тунă яш-хĕр уйăхсерен 1830 тенкĕ илсе тăрĕ.

21 Кăрлач, 2016

Премьера хатĕрлеççĕ

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ куракана çулсеренех премьерăсемпе савăнтарать. Пĕлтĕр Николай Терентьев драматург çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май унăн пьесисем тăрăх хатĕрленĕ икĕ спектакль сцена çине тухрĕ: «Ыйăх çухатнисем» тата «Манăн çăлтăр тÿпере».

Театр черетлĕ премьера хатĕрлет. Хальхинче - Марина Карягинăн пьеси тăрăх. Спектакль «Куккук куççулĕ» ятлă пулĕ. Режиссерĕпе илемлĕх ертÿçи - Валерий Яковлев. Репетицие РСФСР Халăх артисткисем Нина Григорьевăпа Нина Яковлева, Чăваш халăх артисчĕсем Вячеслав Александров, Иван Иванов, Валентина Иванова тата ыттисем хутшăнаççĕ.

21 Кăрлач, 2016

«Экспресс-кинемейсем»

Шупашкарта çакнашкал ятлă социаллă проект старт илнĕ. Халĕ ватă хĕрарăмсене киле ача пăхма чĕнмешкĕн май пур.

Ку питех те меллĕ. Хăш чухне шăпăрлана никампа та хăварма çук-и? «Экспресс-кинмейсем» часах çитеççĕ. Проект Шупашкар хулинчи халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центрта пурнăçланать. Ватă хĕрарăмсемпе, волонтерсемпе, тест ирттерсе кăмăл-туйăмне палăртнă, çавăнпа нимшĕн те пăшăрханмалла мар.

21 Кăрлач, 2016

Воспитательсен те тÿлемелле

Ку таранччен воспитательсен хăйсен шăпăрланĕсене ача садне тÿлевсĕрех илсе çÿреме ирĕк пулнă. Кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков алă пусса çирĕплетнĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, малашне воспитательсем куншăн укçа тÿлеме тытăнĕç.

Pages