Республикăн Аслă сучĕ Канаш хулин 19 çулти йĕкĕтне УК 105 статйипе айăпласа 13 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă. Çамрăк çын питех те тискер преступлени тунă.

Ку кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче каçхине Канаш хулинчи Элеватор поселокĕнче пулнă. Следстви комитечĕн вырăнти пайĕ тата суд çирĕплетнĕ тăрăх - каччă 37 çулти хĕрарăмăн хваттерне пынă. Йĕркесĕр пурăнатăн, иртнĕ каç вара çĕрĕпе манăн аннепе эрех ĕçнĕ тесе кил хуçипе - тытамак тытнипе аптăракан иккĕмĕш ушкăн инваличĕпе - хирĕçсе кайнă.

Тĕплĕнрех ыранхи «Хыпар» хаçатра.

Çак ÿкерчĕке 1964 çулта тырă пуçтарнă чух тунă. Сулахайри - Андрей Геращенко, 1922 çулта Брянск облаçĕнче çуралнăскер. Аслă вăрçăра нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă. Фронтра Шупашкар районĕнчи Сарапакасси ялĕн хĕрĕпе Иринăпа паллашнă.

Федерацин çут çанталăка уйрăмах сыхлакан «Сăрçи» учрежденийĕн директорĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ, биологи наукисен кандидачĕ Александр Димитриев çу уйăхĕнче заповедникăн Патăрьел районĕнчи сăвăрсем пурăнакан 24 гектар лаптăкра пулса вĕсем еплере

30 Jun, 2014 | Олимп кунĕ

Шăмат кун пирĕн çĕр-шывра Олимп кунĕ иртрĕ. Кăçал ăна Раççейĕн пĕрлештернĕ команди Сочири Хĕллехи Олимп вăййисенче çĕнтернине тата Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул çитнине халалларĕç.

1936 çулта Шупашкар тăрăхĕнчи Ишлейре тата Кÿкеçре МТС йĕркеленĕ. "Победа" колхоз районта чи малтан жатка-самосброс туяннă. Унпа тырă хăвăрт вырнă. Çынсем хыççăн çÿресе кĕлте çыхнă. Тырра çурлапа вырнипе танлаштарсан ĕç хăвăртланнă. Каярахпа хуçалăха ăна вырса шпагатпа кĕлте çыхакан машина, тырă вырмалли "Коммунар" комбайн илсе килнĕ. Ăна 1929 çултан пуçласа кăларнă. Трактортан кăкарса çÿретнĕ.

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.

Хыркассинчи Матвей Соснов пурнăçне Атăлпа çыхăнтарнă. Çамрăк чухне ашшĕсемпе пĕрле сулă юхтарнă. Лăпкă шыв тăрăх Йăлăмра каснă хыр-чăрăша пысăк хуласене мĕн чухлĕ ăсатнă-ши? Вĕсен тĕлĕнчех Утă утравĕ пур. Пулă тытма, хăва вулли авма-явма аслашшĕпе ашшĕнчен вĕренсе юлнăскер, вăл çавăнталлах туртăннă. Хăваран маçтăрланă япалисене кам кăна туянман, ăçта-ăçта кăтартман пуль. Пысăк куравăн кĕмĕл медалĕ те пур. Юнашарти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем утрав курăнне çулса хатĕрлеме пăрахрĕç.

27 Jun, 2014 | Призыв

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çурхи призыв тапхăрĕ пуçланчĕ. Вăхăт вырăнта тăмасть, шав улшăнать. Кăçалхи призывниксене нумай çĕнĕлĕх кĕтет. Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник çара кайма хатĕрленекенсен ыйтăвĕсене хуравлать.

- Кăçал пирĕн республикăри миçе çамрăк çар ретне тăрĕ?

- Планпа килĕшÿллĕн - 2 пине яхăн.

- Форма çинчен сăмах пуçарас тăк В.Юдашкин модельерăн тумĕсене çар çыннисем питех кăмăлламаççĕ тенине илтрĕмĕр. Мĕншĕн?

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.

27 Jun, 2014 | Сывлăх | сывлăх

Ыттисем пирки татса калама хĕнрех. Анчах патшалăх службинчи, халăх тарçисем шутланакан çынсен хушшинче табак туртакансен шучĕ чакса пыни куç кĕрет. Çакăнта республика ертÿçисен тĕслĕхĕн витĕмĕ те пур-тăр: Михаил Игнатьев, Иван Моторин, Юрий Попов хăйсем туртмаççĕ те...

Pages

Subscribe to