Новости по теме

29 Кăрлач, 2016

Ăмăртуран - больницăна

Йĕлтĕр сырса ăмăртăва тухни 13 çулти хĕрачашăн пысăк инкекпе вĕçленнĕ.

Етĕрне районĕнчи Урпашри шкулта вĕренекен Ксения М. пĕчĕкренех спортпа туслашнă. Ăмăртусенчен час-часах çĕнтерÿпе таврăннă. Районта йĕлтĕр сезонĕ уçăлсан шкул чысне хÿтĕлеме вĕрентекенсем Ксюшăна яма шутланă. Унччен хаваспах старта тухнă хĕрача хальхинче иккĕленнĕ. Сăлтавсăр мар.

29 Кăрлач, 2016

Халăх тупăшне тишкерĕç

РФ Правительствин 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнче социаллă-демографи ыйтăвĕсемпе статистика сăнавĕн тата халăх вилнипе, чирленипе, инвалида тухнипе пулакан экономика çухатăвĕсен мониторингĕн федераци тытăмне йĕркелесси çинчен» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Росстат 2016 çулта социаллă демографи ыйтăвĕсемпе статистика сăнавĕсен федераци тытăмне пурнăçлассипе малалла ĕçлет.

29 Кăрлач, 2016

Бизнес-пĕрлĕхшĕн те усăллă

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче Предпринимательлĕх тата суту-илÿпе промышленноç палатин пулăшăвĕсен департаменчĕн директорĕн çумĕ Наталья Коваленко пĕчĕк тата вăтам бизнесăн федерацин талккăшĕпех ирттерекен сăнавне /çыравне/ халалласа «Интерфакс» агентство ирттернĕ пресс-конференцие хутшăннă. Асăннă мероприяти 2016 çулхи пĕрремĕш кварталта иртет, вăл 5 млн организаципе уйрăм предпринимателе пырса тивет.

29 Кăрлач, 2016

Çĕнĕ словарь пичетленчĕ

Чĕлхеçĕсем фразеологи ыйтăвĕпе ХХ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчех кăсăкланма пуçланă. Ку ĕçре Николай Ашмаринăн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» пайти пысăк. Паянхи кунччен çак темăна халалланă чылай статья-монографи кун çути курнă, анчах вĕсем сиксе тухакан пур ыйтăва та татса парайман.

29 Кăрлач, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юр çăвать, тăман вĕçтерет. Паян, кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче, кăнтăрла - 1-6, каçхине 10-15 градус сивĕ пулать. Ыран, кăрлачăн 30-мĕшĕнче, кăнтăрла - 1-3, каçхине 5-8 градус сивĕ пулать. Кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче - 1-5 градус сивĕ. Çил кăнтăр енчен 9-14 метр хăвăртлăхпа вĕрет.

Хĕвел ирхине 7 сехет те 55 минутра тухать, каçхине 16 сехет те 15 минутра анать. Кун тăршшĕ - 8 сехет те 20 минут. Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх - нарăс уйăхĕн малтанхи кунĕсенче ăшă çанталăк пулать, юр çăвать.

28 Кăрлач, 2016

2017 çула мĕне халаллĕç?

Кăçал Раççейре - Кино çулталăкĕ. 2017 çул мĕнле ятпа иртессине те палăртнă. РФ Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче алă пуснă Указпа килĕшÿллĕн, 2017 çул Экологи çулталăкĕ пулĕ.

Экологи çулталăкне ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн председателĕн тивĕçĕсене РФ Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Сергей Иванов пурнăçлать. Вăлах йĕркелÿ комитетне çирĕплетет. РФ Правительстви Экологи çулталăкĕн тĕп планне хатĕрлет.

28 Кăрлач, 2016

Çамрăк пушарнăйсем ăмăртнă

Мускав çывăхĕнчи Одинцово районĕнче «Раççейри çамрăк пушарнăйсен чи лайăх дружини» Пĕтĕм Раççей конкурсĕн I тапхăрĕ иртнĕ. Шупашкарти 47-мĕш шкулти «Агенты-01» команда унта Чăваш Ен, Атăлçи чысне хÿтĕленĕ.

Пирĕн ентешсем конкурсра маттурлăхĕпе палăрнă: чи лайăх тăватă дружина йышне лекнĕ. Чăваш Ен яш-хĕрĕ «Раççейри çамрăк пушарнăйсен чи хастар дружини» номинацире çĕнтернĕ. Конкурсра малти вырăнсене Свердловск, Ростов облаçĕсенчи, Алтай крайĕнчи командăсем çĕнсе илнĕ.

Pages