Новости по теме

17 Пуш, 2016

«Чĕрĕ уроксем»

Паян республикăн тĕп хулинче экскурсипе вĕренÿ туризмне аталантарассипе çыхăннă регионсен хушшинчи "Чĕрĕ уроксем" конференци ĕçлеме пуçларĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - влаç органĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсем туроператорсемпе тачă çыхăнса пĕтĕмĕшле тата професси пĕлĕвĕ паракан программăсене туризмпа экскурси мероприятийĕсемпе пуянлатасси.

17 Пуш, 2016

Тарифсем çулла ÿсеççĕ

ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх служби пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи пĕрремĕш çур çулта коммуналлă пулăшу тарифĕсем улшăнмаççĕ, пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнчи пекех юлаççĕ. 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче вара вăтамран 4,4 процент ÿсмелле.
17 Пуш, 2016

Уртаракан чиртен

Пĕлтĕр республикăра уртаракан чир сарăлни, килти выльăх-чĕрлĕхе, çынсене тапăнни самай сехĕрлентерчĕ. Мур çулне пÿлме ЧР Министрсен Кабинечĕ 2015 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче килсĕр чĕрчунсене тытмалли тата хупса усрамалли йĕркене те çирĕплетнĕ. Çапкаланчăк йытă-кушак тискер чĕрчунпа хутшăнса çынсене те уртаракан чир ертме пултарать

17 Пуш, 2016

Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер

Пуш уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, «Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер» акци иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - наркопреступленисем пирки пĕлесси, наркопритонсемпе наркотик хутăшĕсен саккуна хирĕçле çаврăнăшне чарса лартасси, çак çивĕч ыйтăва татса панă чухне çынсене явăçтарасси.

Акци вăхăтĕнче наркотике ăçта сутнине пĕлтернисĕр пуçне, унпа айкашакансене сиплеме, специалистсемпе канашлама тата ытти ыйтăва сÿтсе явма пулать. Çавăн пекех наркотике хирĕç кĕрешес ĕçре çынсем хăйсен сĕнĕвĕсене те пама пултараççĕ.

17 Пуш, 2016

Балет фестивальне чĕнеççĕ

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче XX балет фестивалĕ уçăлĕ. Вăл акан 4-мĕшĕччен пулĕ. Çак тапхăрта артистсем куракансене тĕрлĕ постановкăпа савăнтарĕç. Фестиваль П.Чайковскин “Спящая красавица” балечĕпе пуçланĕ.

17 Пуш, 2016

«Хавал» кĕтет

Чăваш чĕлхин «Хавал» лагерьне кашни çулах ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл утă уйăхĕн 3-10-мĕшĕсенче «Сăр шурăмпуçĕ» кану базинче иртĕ.

Лагерьте чăваш чĕлхине тарăннăн вĕренме, халăх культурипе, историйĕпе тата йăли-йĕркипе паллашма май пур. Унта «çавра сĕтелсем», лекцисем, ăсталăх класĕсем, спорт мероприятийĕсем иртĕç.

 

17 Пуш, 2016

Экстремизмла материалсемшĕн

Канаш следователĕсем 21 çулти каччă тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ, суда ярса панă.

Следстви версийĕ тăрăх, 2014 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа пĕлтĕрхи çурлаччен вăл килĕнчи компьютерĕнчен тата телефонĕнчен хăйĕн аккаунтĕнче, Интернетри соцсетьри ушкăнра экстремизмла аудио- тата текст материалĕсем вырнаçтарнă. Вĕсем халăхсене хирĕçтерме хĕтĕртнĕ. Палăртмалла: çулталăк пуçланнăранпа РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн ĕçченĕсем Интернетра экстремизмла материалсем вырнаçтарнă тăватă тĕслĕх тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

15 Пуш, 2016

Михаил Игнатьевăн «витĕмĕ пысăк»

Политикăпа экономика ком­му­ни­ка­цийĕсен агентстви РФ субъ­екчĕсен пуçлăхĕсен витĕмĕн 2016 çулхи нарăсри черетлĕ рейтингне пичетлесе кăларнă.

Рейтингăн малти виçĕ лидерĕ — çавсемех: Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Чечня пуçлăхĕ Рамзан Кадыров, Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов. Кăрлачрипе танлаштарсан Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн позицийĕшĕн те тăнăçлăх кăтартуллă. 5,2 балл пухнă май регион Пуçлăхĕ Раççей кĕпĕрнаттăрĕсен «Пысăк витĕм» паллăллă ушкăнне кĕрет.

Pages