Новости по теме

25 Пуш, 2016

Малтанхи сасăлав мĕнле иртĕ?

Чăваш Енре пурăнакансене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулас текенсен суйлав умĕнхи программине хатĕрлес ĕçе хутшăнма чĕнеççĕ. Çакăн пирки "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов пресс-конференцире пĕлтерчĕ.

25 Пуш, 2016

Олимпиада Иванова — ГТО посолĕ

РФ Спорт министерствинче иртнĕ мероприятире ведомство ертÿçин заместителĕ Наталья Паршикова ГТО посолĕсене сертификатпа тата шарфпа чысланă. Çак ята ку хутĕнче 17 регион представителĕ тивĕçнĕ.

25 Пуш, 2016

Юридици пулăшăвĕ - «тÿрĕ линипе»

2016 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЧР Юстици министерстви республика прокуратурипе пĕрле «тÿрĕ лини» йĕркелет.

Республикăра пурăнакансем 10-ран пуçласа 12 сехетчен /8352/ 64-20-70 /хушăм — 1921, 1948/, 62-33-53 телефонсемпе шăнкăравласа тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курасси пирки ыйтма пултараççĕ.

25 Пуш, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх — канмалли кунсенче республикăра пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран уяртать, юр е йĕпе юр çăвать, вырăн-вырăнпа çил-тăман вĕçтеркелет. Паян, пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче, кăнтăрла 3 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ пулать, каçхине — 1-6 градус сивĕ. Ыран, пушăн 26-мĕшĕнче, кăнтăрла 1 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ пулать, каçхине — 2-4 градус сивĕ. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче — 2 градус ăшăран пуçласа 2 градус таран сивĕ. Çил çурçĕр-хĕвелтухăç енчен 3-8 метр хăвăртлăхпа вĕрет.

25 Пуш, 2016

«Çăлкуç» халăх театрĕнче премьера

«Театр ăс панă пек нимĕнле хулăн кĕнеке те вĕрентме пултараймасть», _ тенĕ хăй вăхăтĕнче Вольтер. Республикăра паян 6 театр, унсăр пуçне 600 ытла халăх театрĕ. Çитес кунсенче вĕсем пурте театр кунне паллă тăваççĕ. «Çăлкуç» уяв тĕлне премьера хатĕрлет.

Чăваш наци телевиденийĕ

22 Пуш, 2016

Рейтингри позицие çирĕплетнĕ

Граждансен обществин аталанăвĕн фончĕ Кĕпĕрнаттăрсен ĕç тухăçлăхĕн рейтингĕн вунвиççĕмĕш кăларăмне хатĕрленĕ.

Фонд эксперчĕсем палăртнă тăрăх — Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн позицине 2 пункт /71 балл/ лайăхлатнă, иккĕмĕш ушкăнри — "Пысăк рейтинг /75-55 балл/" — позицине упраса хăварнă. Çапла вара вăл Брянск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе А.В.Богомазпа пĕрле 32-33-мĕш вырăнсене йышăнать.

22 Пуш, 2016

Тата — вице-премьер...

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юрий Васильева Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçине уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пуснă.

22 Пуш, 2016

Сивĕ шывра ишме хăрамаççĕ

Тюмень хулинче сивĕ шывра ишес енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва тĕрлĕ çĕршывран 1500 яхăн спортсмен хутшăннă. Чăваш Ен чысне унта 9 çын хÿтĕленĕ. Пирĕн ентешсем чемпионатран 14 медальпе таврăнчĕç.

Pages