Новости по теме

4 Ака, 2016

Алена Аршинова тĕлпулусене хутшăннă

Чăваш Енре ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Единая Россия» партин малтанхи сасăлавĕн пĕрремĕш дебачĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансем «Нацие сыхласа хăварасси: вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика» темăна сÿтсе явнă.

4 Ака, 2016

Социаллă пенсисем ÿсеççĕ

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче патшалăх тивĕçтерекен пенсисем, çав шутра социаллисем, пенсионер ĕçленипе-ĕçлеменнине шута илмесĕр, пурин те хушăнаççĕ.

Ака уйăхĕнче çавăн пекех Раççей Федерацийĕ умĕнчи курăмлă çитĕнÿсемшĕн тата тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн хушма пурлăхпа тивĕçтернин тата социаллă пенси суммине тĕпе хурса палăртнă тÿлевсен виçисем те пысăкланаççĕ.

1 Ака, 2016

Икĕ регионшăн та лайăх çыхăнусем

Суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника, социаллă пурнăç тата культура — шăпах çак енсемпе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Архангельск облаçĕн Правительстви 2014 çулхи çу уйăхĕнче Килĕшÿ алă пуснă.

1 Ака, 2016

ÇАНТАЛĂК ÇИНЧЕН

Чăваш гидрометеорологи центрĕ пĕлтернĕ тăрăх — канмалли кунсенче республикăра улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран йĕпе юр е çумăр çăвать. Паян, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче, кăнтăрла 3-8 градус ăшă пулать, каçхине — 0-2 градус ăшă. Ыран, ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, кăнтăрла — 3-8 градус ăшă, каçхине 2 градус сивĕрен пуçласа 2 градус таран ăшă пулать. Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче — 1-5 градус ăшă. Çил кăнтăр енчен 5-10 метр хăвăртлăхпа вĕрет. Хĕвел ирхине 5 сехет те 57 минутра тухать, каçхине 19 сехет те 10 минутра анать. Кун тăршшĕ — 13 сехет те 13 минут.

31 Пуш, 2016

Хĕрлĕ Чутай маттурĕсем

Мускавра Пĕтĕм тĕнчери «Талант — 2016» теле-интернет-проект иртнĕ. Ăна çамрăксенче патриотлăх туйăмне аталантарас, пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта Раççейри тĕрлĕ регионти тата ют çĕршыври çамрăксем пултарулăх опычĕпе ылмашăннă.

31 Пуш, 2016

Чи лайăх дудла суйлĕç

Шупашкарта пурăнакан икĕ ача «Дудл для Google» конкурсра çурма финала тухнă. Унта хутшăнмашкăн чи лайăх 30 ĕçе суйланă. Вĕсен йышне 13-ри Иванпа 10 çулти Ольга Коротинсен ĕçĕсем те кĕнĕ.

Онлайн-сасăлав ака уйăхĕн 3-мĕшĕччен иртĕ. Çапла майпа чи лайăх 3 дудла суйлĕç. Пуринчен те пахине вара профессионал ÿнерçĕ палăртĕ. Ÿкерчĕкпе google.ru страницăра ака уйăхĕнче усă курĕç. Çĕнтерÿçĕ компанин штаб-хваттерĕнче пулса курĕ, унăн шкулне вара компьютер класĕпе тивĕçтерĕç.

Pages