Новости по теме

8 Ака, 2016

Тĕп ыйту - Аслă Çĕнтерÿ…

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Старейшинăсен канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев хутшăнчĕ.

7 Ака, 2016

«Хыпара» - кашни çемьене

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен — 15% йÿнĕрех

Раççей почти апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен Раççей почтин каталогне кĕнĕ хăш-пĕр кăларăма /социаллă пĕлтерĕшлĕ хаçат-журнала/ 2016 çулăн II çурри валли çырăнмашкăн 15% чакарасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак переченьте — «Хыпар» Издательство çурчĕн 10 кăларăмĕ /вĕсене таблицăра хурапа палăртнă/.

7 Ака, 2016

99 пин ытла шăпăрлан канĕ

Чăваш Енре ачасене çуллахи лагерьте кантарас енĕпе кампани пуçланнă. Кăçал унта 900 организаци хутшăнĕ.

Çуллахи каникулта республикăри 99 пин ытла ача лагерьте канĕ. Вĕсенчен 48 пинĕшĕ — йывăр лару-тăруллă çемьерисем. Лагерь ĕçĕ-хĕлĕ валли 491 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă. Кану вăхăтĕнче ачасем чирленипе чирлеменнине тĕрĕслесех тăрĕç.

7 Ака, 2016

Çĕрпÿри палăк

Çĕрпÿ хулинче тимĕртен ăсталанă палăк чылай. Малтанах унта аллине шăпăр тытнă арçынна вырнаçтарнă. Вăл иртен-çÿрене тасалăх пирки аса илтерет.

Каярахпа хула тепĕр палăкпа пуянланнă. Урамра Печкин почтальон вырăн тупнă. Кăштахран унпа юнашар Матроскин кушак аçипе Шарик йытă пырса ларнă. Кăçал Çĕрпÿ хули çынсене тепĕр палăкпа тĕлĕнтернĕ. Ĕç çыннин çулталăкне халалласа тимĕртен юман йывăçне ăсталанă унта.

7 Ака, 2016

Петрпа Февроние халалласа

Шупашкарта палăк лартасшăн. Ăна Петрпа Феврони Муромскисене халаллĕç. Скульптура композицине туса пĕтернĕ ĕнтĕ.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Петрпа Феврони палăкĕ халăха килĕшессе шанать. Çанталăк лайăхлансанах ăна вырнаçтарма тытăнĕç. Вăл заливра арçынсен мăнастирĕ çывăхĕнче пулĕ.

Pages