Новости по теме

15 Ака, 2016

Право ыйтăвĕсен кăмăл-сипет енĕсене тĕпчерĕç

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕтĕм Раççейри "Политикăпа экономика санкцийĕсен хальхи тапхăрĕнче çын тата патшалăх хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин право тата кăмăл-сипет енĕсем" наука-практика конференцийĕ иртрĕ. Обществăшăн çивĕч ыйтăва хăйнеевĕр дискусси лапамĕнче сÿтсе явма делегатсем 17 регионтан, çĕршыври паллă 36 аслă шкултан килсе çитрĕç. Вĕсен йышĕнче - студентсемпе магистрантсем, ăсчахсем кăна мар, правăна сыхлакан органсенче ĕçлекенсем те.

14 Ака, 2016

«Хыпара» - кашни çемьене

Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен — 15% йÿнĕрех

Раççей почти апрелĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса июнь уйăхĕн 30-мĕшĕччен Раççей почтин каталогне кĕнĕ хăш-пĕр кăларăма /социаллă пĕлтерĕшлĕ хаçат-журнала/ 2016 çулăн II çурри валли çырăнмашкăн 15% чакарасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак переченьте — «Хыпар» Издательство çурчĕн 10 кăларăмĕ /вĕсене таблицăра хурапа палăртнă/.

Pages