Новости по теме

26 Ака, 2016

Пирĕн республика 13-мĕш вырăнта

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Регионсен информатизацийĕ енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче РФ Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерстви информаци обществин аталанăвĕн шайĕ тăрăх çĕршыв субъекчĕсен рейтингĕпе паллаштарнă. Чăваш Ен тĕпчевре 13-мĕш вырăн йышăннă. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче пирĕн республика иккĕмĕш.

Информаци обществин аталанăвĕн шайĕпе Мускав, Санкт-Петербург, Ханты-Манси автономи округĕ — Югра малта. Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче Тутарстан Республики малта /11-мĕш/. Икĕ йĕрке аяларах — Чăваш Республики.

26 Ака, 2016

Каш! кашлаччăр йывăçсем

"Пĕтĕм Раççейри йывăç лартмалли кун" акцие хутшăнса ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăл леш енче йывăç лартма хутшăнчĕ. Федерацин вăрман хуçалăх агентстви йĕркеленĕ пуçарăва республика Правительствин членĕсем те ырласа йышăнчĕç.

26 Ака, 2016

Корректора ĕçе илетпĕр

«Хыпар» Издательство çурчĕ «Хыпар» хаçат корректорĕнче ĕçлеме чăвашла лайăх пĕлекен аслă пĕлÿллĕ специалиста илет. Опыт пурри — аван. Конкурс паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, «Хыпар» Издательство çуртĕн­че /адресĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13, 311-мĕш пÿлĕм/ иртет. Документсене маларах çак адреспах килсе памалла. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 56-00-67, 28-83-61.

Редакци.

 

25 Ака, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

Сире чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уяв пирĕн кашнин пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

Тăван чĕлхе — кăмăл-сипетĕн, ăс-хакăлăн паха тупри, халăх пуянлăхĕ тата наци хăйевĕрлĕхĕн тĕревĕ. Çак кун эпир тăван чĕлхене, илемĕпе пуянлăхĕн вĕçĕ-хĕрри çукскере, пуç таятпăр.

Культурăн паллă ĕçченĕ тата чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев амăшĕн чĕлхи халăхăн кăмăл-сипечĕн чи асамлă вăйĕ, унăн тĕревĕ тесе палăртнă.

22 Ака, 2016

Пĕрлĕхре - вăй!

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕ — Раççейре Вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕн кунĕ. Çак уява çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе 2012 çулта паллă тума йышăннă. Мĕншĕн çак уйăха тата куна суйланă-ха? Истори докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — шăпах çак кун 231 çул каялла II Кĕтерне патша "Жалованная грамота городам" документа çирĕплетнĕ. Çак пулăм Раççейри вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕ çинчен калакан саккун никĕсне хывăннă.

22 Ака, 2016

Диктант тĕрлĕ халăха пĕр тĕвве пухрĕ

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче вырăсла диктант çырчĕ. Новосибирск хулинче пуçарнă проекта кăçал икĕ пин ытла лапамра йĕркеленĕ. Чăваш Ен çыннисем диктант çырма, йăлана кĕнĕ пекех, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пухăнчĕç. Хастарсене Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире те, Наци библиотекинче те йышăнчĕç. Кăçал диктанта 478 çын çырма кăмăл турĕ. Пурĕ вара çак акцие 68 çĕршывран 140 пин çын ытла хутшăннă.

22 Ака, 2016

Уй-хирте техника кĕрлет

Канаш. «Цивиль» обществăра уй-хир ĕçне 10 тракторпа, автомашинăсемпе, тăпрана кăпкалатмалли тата акмалли машинăсемпе тăваççĕ. Кăçал «Кировец» трактор туяннă. Вăрлăх, дизтопливо-бензин çителĕклĕ хатĕрленĕ, механизаторсем пур. Вĕсенчен пĕри В.Иванов 41-мĕш çуракине хутшăнать.

Pages