Новости по теме

10 Çĕртме, 2016

Филипп Киркоров: Чăваш Ен ертÿçи - хăйĕн çĕрне юратакан çын

Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, ывăлĕпе Иванпа тата хĕрĕпе Марийăпа Раççей халăх артисчĕн Филипп Киркоровăн концертне çитсе курнă. Паллă юрăç республикăна «Я» шоупа килнĕ.

10 Çĕртме, 2016

Кĕр! кĕрленĕ Акатуй

Иртнĕ вырсарникун Санкт-Петербургри «Екатерингоф» культурăпа кану паркĕнче Акатуй иртнĕ. Çумăра пăхмасăр хулари тата облаçри 500 ытла йăхташ чăвашсен чи паллă уявне хутшăннă.

Акатуя официаллă хăнасем те пынă. Санкт-Петербургри Нацисен хушшинчи хутшăнусен тата миграци политикине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен комитет ячĕпе Кирилл Сперанский саламланă. ЧР Пуçлăхĕн саламне Владимир Живов вуласа панă.

10 Çĕртме, 2016

Ăслăлăхри çитĕнÿсемшĕн

Мускавра Раççей Естествознани академийĕн /РЕА/ ăслăлăх мероприятийĕсем иртнĕ.

Ăсчахсен, преподавательсемпе специалистсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацине Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорĕ, РЕА член-корреспонденчĕ Владимир Семенов хутшăннă. Ăна ăслăлăхри çитĕнÿсемшĕн вăрттăн сасăласа РЕА чăн членне /академикне/ суйланă.

10 Çĕртме, 2016

Республика кунне халалланă

Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕнче Чăваш Республикин кунне халалланă «Çĕрĕм-шывăм, ман аннеçĕм, эс нимрен те пахарах» курав уçăлнă.

Экспозицин пĕрремĕш пайĕнче — Чăваш Енпе, унăн çыннисемпе, çут çанталăкĕпе, наци апачĕпе паллаштаракан кĕнекесем.

10 Çĕртме, 2016

Хаклă ентешĕмсем! Сире Раççей кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Раççей кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Ку уяв наци пĕрлĕхĕн, Раççей патшалăхĕн вăй-хăвачĕн, Тăван çĕршывăн хальхи пурнăçĕпе пуласлăхĕшĕн пирĕн пĕрлехи яваплăхăн символĕ пулса тăрать.

Пирĕн çĕршыв хăйĕн суверенитетне, никама пăхăнман политика ирĕкне яланах тивĕçлипе сыхланă. Çĕршыври тата тĕнчери тĕрĕс тытăм ирĕкне эпир паян та çирĕп хÿтĕлетпĕр.

Эпир, Чăваш Республикинче пурăнакансем, пирĕн пысăк çĕршывăн ытти гражданĕ пекех, хамăрăн ĕçри ăнăçусемпе Раççей аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хыватпăр.

10 Çĕртме, 2016

Хаклă ентешĕмсем! Сире Раççей кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Раççей кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Ку вăл хамăр патшалăхпа мăнаçланнин уявĕ, наци пĕрлĕхĕн символĕ. Патриотизм туйăмне вăйлатаканскер хăйĕн çĕршывне юратакансене, унăн историне хаклакансене тата Тăван çĕршыв малашлăхĕ çутă пуласса шанакансене пурне те пĕрлештерет. Раççее шанса, Тăван çĕршыва тата çывăх çынсене юратса, ачасен телейĕшĕн тата атте-анне ырлăхĕшĕн тăрăшса эпир кирек мĕнле тĕллеве те татса параятпăр.

Pages