Новости по теме

21 Çĕртме, 2016

Тутарпа чăваш пĕрле

Чăваш Енри тата Тутарстанри аграрисем лайăх пĕлекен Николай Курчаткин генеральнăй директор ертсе пыракан «Авангард» общество уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен Пăва районĕнчи вăрман уçланкинче Сабантуй ирттернĕ. Акана хутшăннисене Н.Курчаткин, Пăва тата Çĕрпÿ райадминистрацийĕсен пуçлăхĕсем А.Айзетулловпа А.Казаков, «Воддорстрой» общество ертÿçи А.Федоров саламланă. «Авангардра» тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене — 12 пин, выльăх апачĕлĕх — 3 пин, техника культурисене 2 пин ытла гектар акнă, калча парка шăтнă.

21 Çĕртме, 2016

Самăртма — вăкăрсем

Ял хуçалăх культурисем, аш, сĕт туса илсен тата вĕсене ăнăçлă сутсан çеç кассăна укçа кĕрет. Çакна Вăрнар районĕнчи Чăрăш Ишек ялĕнчи Станислав Волков фермер лайăх пĕлет. Продукци ытларах тăвассишĕн тăрăшать. Иртнĕ уйăхра вăл 34 çамрăк вăкăр туяннă. Çитĕнтерсе, самăртса сутасшăн. Фермер тĕллевĕ — пушмак пăрусенчен ĕне кĕтĕвĕ тăвасси.

17 Çĕртме, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Медицина ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Медицинăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем!

Сире професси уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп.

Кун-çулăра çынна халалланăскерсем ăна çут тĕнчене килме пулăшатăр, чи йывăр самантра та унпа юнашарах эсир.

Медицинăра ыркăмăллăх, ыттисемшĕн хыпса çунни, тÿсĕмлĕх тата тивĕçе чĕре хушнă пек пурнăçлани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

16 Çĕртме, 2016

Çĕнĕ Шупашкар пики — Европа чемпионки

Сăмах — Дарья Спиридонова çинчен. Спутник хулара кун çути курнă, унти 1-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă гимнастка хальхи вăхăтра Мускавра пурăнать, "Самбо-70" спорт шкулĕнче вĕренет.

16 Çĕртме, 2016

Чи вăйлисен ăмăртăвĕ

Çапла калаççĕ çăмăл атлетсем Раççей чемпионачĕ çинчен. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти "Олимпийский" стадионта пуçланакан ăмăрту, чăн та, пирĕн çĕршыв спортсменĕсемшĕн чи пĕлтерĕшли пулĕ: унта мала тухнисем Олимп вăййисене хутшăнма путевка тивĕçеççĕ.

15 Çĕртме, 2016

Чăваш Енĕн кредит рейтингне çирĕплетнĕ

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин пĕтĕм тĕнчери Fitch Ratings, Moody’s Investors Service рейтинг агентствисенче кредит рейтингĕсем пур. Асăннă агентствăсем Чăваш Республикин кредит рейтингĕсен мониторингне çуллен ирттереççĕ.

15 Çĕртме, 2016

Тĕп ыйту — апат-çимĕç пахалăхĕ

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин потребительсен правине тата çыннăн тăнăçлăхне хÿтĕлекен тытăмри надзор службин ертÿçипе Анна Поповăпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ.

Тĕлпулăва Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакансем Инна Антонова тата Татьяна Богданова хутшăннă. Унта халăха санитари тата эпидемиологи тăнăçлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе явнă.

15 Çĕртме, 2016

Конкурса 200 ытла çемье хутшăннă

Республикăра ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене опекăна илнĕ çемьесен хушшинче "Çемье ăшши" пултарулăх конкурсĕ ирттересси йăлана кĕчĕ — кăçалхипе ăна тăваттăмĕш хут йĕркелерĕç. Ача усракан кил-йышсен ырă тĕслĕхне обществăра сарас, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ пĕрле ĕçленине йăлана кĕртес тĕллевпе пуçарнă конкурса хальхинче пур муниципалитет районĕпе хула округĕ те хастар хутшăннă: 200 ытла çемье тĕрлĕ номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Pages