Культура учрежденийĕсенче çеç мар, ытти отрасльте ĕçлекенсем те Культура çулталăкĕнче ырă пуçарусемпе палăраççĕ: вăл никамшăн та ют мар. Ял хуçалăхĕнче, акă, çĕр ĕç культури пĕлтерĕшлĕ, тепĕр тытăмра - тата тепри.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ тĕп хулара пурăнакансем яланах пуçарăллă. Культура çулталăкĕнче вĕсен хастарлăхĕ тата та ÿсрĕ. «Чавал» /Хĕрлĕ Чутайсен ентешлĕх ячĕ/ пуçарăвĕпе район центрĕнче пысăк концерт иртнĕ.

Федерацин Атăлçи округĕнчи культура учрежденийĕсем Культура çулталăкĕнче палăртнă тĕллевсене мĕнле пурнăçласа пыни пирки çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта пысăк мероприяти иртнĕччĕ. Ун чухне вырăнтан килнĕ министрсем, яваплă ытти специалист хăйсен опычĕпе паллаштарнăччĕ.

Элĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен хушшинчи культурăпа кану центрĕ çумĕнче темиçе çул ĕнтĕ «Пучах» агитбригада ĕçлет. Культура çулталăкĕнче вăл хăйĕн ĕç-хĕлне тата та лайăхлатнă. Ĕççи вăхăтĕнче хуçалăхсене тухса çÿрессине хăйĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртнă. Çак кунсенче «Пучах» «Авангард» ЯХПКна çитсе килнĕ.

26 Aug, 2014 | Культура

Муркаш районĕнчи Оринин ялĕн кунĕсем халĕччен те иртнĕ-ха, Культура çулталăкĕнче ăна тата мăнаçлăрах йĕркелеме тăрăшнă. Пан улми сăпасĕнче ял хушшинчи тÿрем савăнăçлă сасăпа кĕрлесе тăнă. Хастарсем тăрăшнипе пысăк хуранпа шÿрпе пĕçернĕ, сĕтел тутлă апат-çимĕçпе тулнă.

Уява Орининти информаципе культура центрĕн ĕртÿçин Венера Васильевăн уçă сасси шăрантарнă юрă уçнă. Ял уявĕпе халăха Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Волков, Муркаш район депутачĕ Виталий Иванов, ял старости Юрий Соловьев саламланă.

26 Aug, 2014 | Анонс

Ĕнер Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

25 Aug, 2014 | Спорт

Ĕнер Правительство çуртĕнче «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

25 Aug, 2014 | Спорт

Раççей Президенчĕ Владимир Путин «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумне тата физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвне Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче ирттерме йышăннине хĕпĕртесе кĕтсе илтĕм. Ку чăннипех те пире шанни, пирĕн çитĕнÿсене хаклани. Асăннă ырă хыпар аллăма ручка тыттарчĕ, ĕлĕкхипе хальхи пулăмсене тишкерме хистерĕ.

Pages

Subscribe to