Новости по теме

22 Утă, 2016

Чăваш Республикин экспорт потенциалĕ пысăк

Çапла палăртнă «Раççей экспорт центрĕн» ертÿçи Петр Фрадков Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Мускавра тĕл пулсан. Тĕлпулура çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Раççей экспорт центрĕ» АО экспорт ĕçĕ-хĕлĕн ыйтăвĕсемпе пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿ тунă.

22 Утă, 2016

«Çăлтăршăн» тав тунă

ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьев ячĕпе Владимир облаçĕн администрацийĕн аппарачĕн ертÿçин пĕрремĕш заместителĕнчен Виктор Кауровран тата Пĕтĕм Раççейри «Вăрçăри Тăванлăх» общество организацийĕн председателĕн заместителĕнчен Валерий Малышевран Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери «Пирĕн Аслă Çĕнтерÿ çăлтăрĕ» обществăпа патриотизм проектне пурнăçлама пулăшнăшăн тата унта хутшăннăшăн тав çырăвĕ килнĕ.

22 Утă, 2016

Чăрмав сахалрах пултăр

Раççей Стройминĕ пурăнмалли çурт-йĕр строительствинчи процедурăсене пăхăнассине тивĕçтерес енĕпе ăнăçлă ĕçлекен 6 региона палăртнă. Çакăн çинчен ведомство пуçлăхĕ Михаил Мень влаç органĕсем строительство ĕçĕсем çинчен калакан саккунсене мĕнле пăхăннине тишкерекен штаб ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Асăннă регионсен шутĕнче — Саха /Якути/ Республики, Чăваш Республики, Ярославль, Липецк облаçĕсем, Ямал-Ненец автономи округĕ, Байкал леш енчи край.

20 Утă, 2016

Шупашкарпа Аньхой çывăхланаççĕ

Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çӳлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем "Атăл-Янцзы" форматпа çыхăнса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ.

20 Утă, 2016

Çырăнтару - 2016

"Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене 2016 çулăн II çурри валли çырăнма ĕлкĕреймерĕр тĕк çурла-раштав уйăхĕсенче илсе тăма кая юлман-ха. Паянах почтальонпа тĕл пулма васкăр! Пирĕн хаçат-журнала кашни çыхăну уйрăмĕнчех çырăнтараççĕ.

5 уйăхлăха:

"Хыпар" — 613,35 тенкĕ, "Хыпар-эрнекун" — 281,95 тенкĕ.

Çавăн пекех "Советская Чувашия" хаçатăн киоскĕнче тата редакцире çырăнтараççĕ.

20 Утă, 2016

Наркокурьера явап тыттарнă

Полицейскисем шкул ачинчен 50 грамм ытла спайс туртса илнĕ.

Шупашкарти каçхи шкулта вĕренекен 17 çулти çамрăка, наркокурьер пек ĕçлесе илме ĕмĕтленнĕскере, «йĕплĕ карта» леш енне ăсатма йышăннă. Суд ăна саккуна пăсса наркотик сутма хатĕрленнĕшĕн виçĕ çул та пилĕк кунлăха воспитани колонине ăсатнă.

Pages