Новости по теме

20 Утă, 2016

Шупашкарпа Аньхой çывăхланаççĕ

Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çӳлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем "Атăл-Янцзы" форматпа çыхăнса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ.

20 Утă, 2016

Çырăнтару - 2016

"Хыпар" Издательство çурчĕн кăларăмĕсене 2016 çулăн II çурри валли çырăнма ĕлкĕреймерĕр тĕк çурла-раштав уйăхĕсенче илсе тăма кая юлман-ха. Паянах почтальонпа тĕл пулма васкăр! Пирĕн хаçат-журнала кашни çыхăну уйрăмĕнчех çырăнтараççĕ.

5 уйăхлăха:

"Хыпар" — 613,35 тенкĕ, "Хыпар-эрнекун" — 281,95 тенкĕ.

Çавăн пекех "Советская Чувашия" хаçатăн киоскĕнче тата редакцире çырăнтараççĕ.

20 Утă, 2016

Наркокурьера явап тыттарнă

Полицейскисем шкул ачинчен 50 грамм ытла спайс туртса илнĕ.

Шупашкарти каçхи шкулта вĕренекен 17 çулти çамрăка, наркокурьер пек ĕçлесе илме ĕмĕтленнĕскере, «йĕплĕ карта» леш енне ăсатма йышăннă. Суд ăна саккуна пăсса наркотик сутма хатĕрленнĕшĕн виçĕ çул та пилĕк кунлăха воспитани колонине ăсатнă.

19 Утă, 2016

Чăваш Ен тата Китай: ĕçтешлĕх малашлăхĕ пысăк

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Китай Халăх Республикин Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынипе паян Ульяновскра Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем тата КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăну тытса ĕçлемелли канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

19 Утă, 2016

Шалу ÿснĕ

Чăвашстат пĕтĕмлетнĕ тăрăх — 2016 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче Чăваш Енри вăтам ĕç укçи 21149,4 пин тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 3,8% пысăкланнă.

Чи пысăк ĕç укçи — наука тĕпчевĕсемпе ĕçлекен компанисенче /42,8 пин тенкĕ/, финанс организацийĕсенче /36,4 пин/, социаллă страховани тытăмĕнче /30,6 пин/, электрооборудовани, электрон тата оптика хатĕрĕсем туса кăларакан предприятисенче /32,5 пин/, хими производствинче /27,5 пин/.

18 Утă, 2016

Президент премийĕн лауреачĕсем - вуннăн

РФ Президенчĕн премине Чăваш Енĕн 10 вĕрентекенĕ тивĕçнĕ. Çакăн çинчен тунтикунхи планеркăра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ.

Михаил Васильевич палăртнă тăрăх — Раççей Президенчĕн «Вĕрентекенсене укçан хавхалантарасси çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн республикăн конкурс комиссийĕ педагогсене 200 пин тенкĕ тÿлесе хавхалантармалли конкурса пĕтĕмлетнĕ.

18 Утă, 2016

Тухăçлă аталанакан предприятисен шучĕ ÿснĕ, анчах...

Чăваш Енри вунă вĕрентекен РФ Президенчĕн премийĕн лауреачĕсем пулса тăнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлăва савăнăçлă çак хыпартан пуçланă май ЧР Вĕренÿ министерствине пултаруллă педагогсен паха опычĕпе республикăра анлă усă курма хушу пачĕ, çак утăм вĕрентÿ пахалăхне ÿстерме пулăшассине палăртрĕ.

18 Утă, 2016

Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен правительство комиссийĕ йышне кĕртнĕ

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Дмитрий Медведевăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен правительство комиссине кĕртнĕ. Ун йышĕнче — федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕсем, Раççейĕн хăш-пĕр субъекчĕн ертÿçисем.

16 Утă, 2016

Михаил Игнатьев Пăрачкав районěнче ěçлě тěлпулусем ирттернě

Утă yйăxěн 15-мěшěнче Чăваш Республикин Пуçлăхě Михаил Игнатьев Пăрачкав тăpăxěнче ěçлě тěлпулусем ирттернě. Район пуçлăxěпе Леонид Васильевпа тата райадминистраци пуçлăxěпе Евгений Лебедевпа муниципалитет аталанăвěпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Газ участокне сaвăнăçлă лару-тăpypa yçма хутшăннă.
Канашлу ирттернě. Унта районăн 2016 çyлăн пěppeмěш çyppинчи социаллă экономика аталанăвне тишкернě. Тěлпулăва çaвăн пекех РФ Патшалăx Думин Вěpeнÿ eнěпе ěçлекен комитечěн Председатeлěн заместителě Алена Аршинова, ЧР Министрсен Кабинечěн Председателěн заместителě, финанс министрě Светлана Енилина, спорт министрě Cергей Шелтуков, Шупашкар хулин пуçлăxě Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăннă.

 

Pages