30 Aug, 2014 | Анонс
- Çул урлă каçакансене... çу хыптарасшăн.
- ЧР вĕренÿ министрĕ “ЧХ” корреспонденчĕн ыйтăвне хуравласа шкулсем вĕренÿ çулне хатĕррине пĕлтернĕ - кадрсен ыйтăвне татса панă.
- Чăваш Левитанĕ... Раççей тата Чăваш халăх артисчĕ Виктор Родионов çуралнăранпа 90 çул çитрĕ.
29 Aug, 2014 | Конференцие
Çурла уйăхĕн 26-27-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей водоканалĕсен VII конференцийĕ иртрĕ. Унта федерацин мĕн пур округĕнчи çак тытăмра ĕçлекен предприятисем хутшăнчĕç.
29 Aug, 2014 | Греци

Аннета Прохо¬рова Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкулта 5-мĕш класра пĕлÿ илет. 2014 çулти утă уйăхĕнче хĕр ача Buddy Bear упа çурин дизайнне ÿкерес енĕпе Пĕтĕм тĕнчери конкурса хутшăннă.

29 Aug, 2014 | Экономика

ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин коллегийĕ ĕнер Пĕтĕм Раççейри релестроенин ăслăлăх-тĕпчев институтĕнче лару ирттерчĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна уçнă май республикăри промышленноç комплексĕнчи лару-тăру улшăнăвне сăнасах тăни çинчен пĕлтерчĕ. Михаил Васильевич çичĕ уйăхри кăтартусемпе кăмăллă. Çулталăка аталану шайне чакармасăр пĕлтĕрхинчен 4% ирттерсе вĕçлеме чĕнсе каларĕ. РФ Промышленноç министерстви Шупашкарти трактор заводне пулăшма килĕшни çинчен хыпарларĕ.

Крым çур утравĕнчи Севастополь хули çывăхĕнчи илемлĕ лапамра çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче çамрăксен Пĕтĕм тĕнчери «Таврида» слечĕ иртессине эпир пĕлтернĕччĕ. Ăна Раççейри «Халăх фрончĕ» общество юхăмĕ федерацин çамрăксен ĕçĕсен агентствипе тата «Раççей тĕревĕ» общество организацийĕпе пĕрле йĕркеленĕ. Форума 60 çĕр-шыври 1700 ытла çамрăк хутшăннă.

Паянхи номерте:

Çапла çав...

Сухан çĕрет

Сĕт укçине илейместпĕр

Ăста пахчаçăсем сĕнеççĕ

Сарри тутлăрах

Халăх епле пурăннине тишкерĕç

Хăярпа пыл хутăшĕ

Чун кÿтнипе çуралнă йĕркесем

Вăррине шутламалла

Сĕтелĕр тулăх пултăр

28 Aug, 2014 | Анонс
о Вăрман чейĕ - витамин пуххи.
о Алă ÿчĕ ытла та типĕ.
о Ыратакан сыппа пыл ăшăтать.
о Сывлăхшăн пĕлтерĕшлĕ йĕркесем.
о Ват хăмпи шыçсан.
о Юна тасатаççĕ.
о Сигаретран сивĕнме.
о Мигреньрен - хура тирекпе мумие.
28 Aug, 2014 | Анонс

Çулла иртет пулмалла...

Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Вĕренекенсем каникулта тусĕсемпе учительсемшĕн тунсăхланă пуль тесе шухăшлатпăр.Çавна май районти шкулсенче ăс пухансенчен те шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлтĕмĕр. Хуравĕсене вара хаçат страницисенче тупса вулăр.

Pages

Subscribe to