Новости по теме

29 Авăн, 2016

Аслă ăру хисепре

Вăй-хал тапса, юн вĕресе тăнă тапхăрта ватлăх пирки никамах та шухăшламасть: яланах çамрăк пулассăн туйăнать. Пурнăçăн вара — хăйĕн саккунĕ, вăхăт иртнĕ май кун-çул урапи хăвăртраххăн чупма тытăнать. Туятпăр, ватлăх куçран пăхать. Ылтăн кĕркуннене çаврăнĕ-и этем пурнăçĕн асăннă тапхăрĕ е хура кĕр пулса тăрĕ-и — пат татса калаймăн. Апла-и, капла-и — патшалăхăмăр хăйĕн çыннисене манмасть.

29 Авăн, 2016

Пенсионерсене мĕн канăçсăрлантарать?

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕнче Аслă ăру çыннисен кунĕ умĕн йĕркеленĕ «хĕрÿ линие» РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин ветерансемпе тата инвалидсемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Елена Зайцева хутшăнчĕç.

Пĕрремĕш шăнкăравлакан Канаш хулинчи Венера Тимофеева пулчĕ. Ветерана ĕçлекен ватăсен пенсине 2017 çулта индексацилесси интереслентерет.

29 Авăн, 2016

Куç тулли илем

Аслă ăру çыннисен кунне халалласа Çĕнĕ Шупашкарти социаллă центрти «Ăста» клуба çÿрекенсем çыхнă япаласен куравне йĕркелерĕç.

Курма пынисене илемлĕ тутăрсемпе салфеткăсем, ача-пăча çи-пуçĕ, çитĕннисен тапочкисем, тĕрлĕ чечек, тĕрленĕ картинăсем тата ытти чăннипех тыткăнларĕ.

Сăмах май, клуб членĕсем илем ăстисем пулнипе пĕрлех сывă пурнăç йĕркине кăмăллаççĕ, спор-та юратаççĕ, вулавăша, музея, кинотеатра çÿреççĕ.

29 Авăн, 2016

Сире килте хăтлă-и?

Етĕрне районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен комплекслă центр специалисчĕсем аслă ăру çыннисен пурнăç условийĕсене вырăна çитсе тĕрĕслеççĕ.

Асăннă тытăмăн мобильлĕ бригади çак кунсенче Мăн Чураш ял тăрăхĕнче пулса ку тăрăхра пу-рăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсен, вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсен, пĕччен пурăнакан ватăсен пурлăх тата йăла условийĕсемпе интересленчĕ, вĕсене социаллă пулăшу кирли-не уçăмлатрĕ.

28 Авăн, 2016

«Васкавлă пулăшу» татах çывăхланчĕ

РФ Правительствин йышăнăвĕпе пирĕн республикăна Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай тата Пăрачкав районĕсенче пурăнакансене васкавлă, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар çыннисене психиатри пулăшăвĕпе тивĕçтермешкĕн 13 машина уйăрса панă

27 Авăн, 2016

Çĕнĕ проектсем ял хуçалăх отрасльне хăват кÿрĕç

Тунтикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Италин кунта UNICUSANO компанисен ушкăнĕн пуçлăхĕ Стефано Бандекки ертсе килнĕ делегацийĕпе курнăçнă, Чăваш Енпе Итали аграри производствин сферинче килĕштерсе ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă.

27 Авăн, 2016

Хĕл хырăмĕ аслă. Пурте пахчаçимĕç хатĕрлеççĕ

Шупашкар администрацийĕ çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 16-мĕшĕччен тĕп хула халăхне ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерес тĕллевпе

«Кĕр мăнтăрĕ-2016» уйăхлăх ирттерет.

26 Авăн, 2016

Чупу çулсерен пин-пин çынна пĕрлештерет

Сăнанă тăрăх, кашни çул Пĕтĕм Раççейри Наци чупăвĕ вăхăтĕнче уяр та хĕвеллĕ çанталăк тăрать. Кăçал та ăмăр кунсем хыççăн пирĕн республикăна ăшă килчĕ, спорт уявне хĕвел илемлетрĕ.

26 Авăн, 2016

Миллионсем — аталану валли

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулипе çыхăннă пысăк ыйтуран пуçларĕ.

Сăмах — Канаш монохуласене пулăшмалли программăна кĕнĕ май пурнăçламалли ĕçсем пирки.

Канаш çĕнелсе улшăнатех

Pages