Новости по теме

27 Юпа, 2016

Интерессен шайлашулăхĕ кирлĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян регионăн энергетика хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттернĕ.

Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин, строительство министрĕн заместителĕ Владимир Максимов, Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен тата электроэнергипе усă куракан пысăк предприятисен ертÿçисем хутшăннă.

27 Юпа, 2016

Çителĕксĕр укçа та ытлашши пулать иккен

Укçа калаçтарать — Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче укçа- тенкĕ теми тĕп вырăн йышăнчĕ. Çапла пулмасăр — бюджет проектне пăхса тухрĕç вĕт. Тепĕр тесен кун йĕркинчи бюджетпа çыхăнман ыйтусенче те укçа пиркиех калаçмалли самантсем тупăнчĕç.

27 Юпа, 2016

Васкавлă мерăсем йышăнаççĕ

Чăваш Ен Сывлăх сыхлавĕн министерстви Шупашкар хулинчи «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 43-мĕш вăтам шкул» МБОУра пулса иртнĕ лару-тăру пирки çакна пĕлтерет:

Кăçалхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче 8 сехет тĕлне Шупашкар хулинчи «Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 43-мĕш вăтам шкул» МБОУра вĕренекенсенчен 21-шĕ ăш пăтраннипе, хăстарнипе, вĕрилентерсе пăрахнипе сăлтавласа медицина организацийĕсене пынине регистрациленĕ.

25 Юпа, 2016

Тĕпчев - экзамена хăнăхтарма

Раççейри шкулсенче ачасене предмета пĕр тытăмпа вĕрентессине йĕркелес тĕллевпе ятарлă тĕпчевсем малалла тăсăлаççĕ. Пĕлÿ шайне хак пама пуçарнă çак ĕçе хăш вĕренÿ учрежденийĕсем хутшăнассине ăнсăртран суйласа илеççĕ.

25 Юпа, 2016

«Çул çинчи тĕрленчĕксем»

Çапла ят панă тĕп хулари "Радуга" культурăпа кану центрĕнче уçăлнă çĕнĕ курава. Унăн авторĕ — Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Праски Витти. Экспозицие ÿнерçĕн 80 çулхи юбилейне халалланă.

Курава уçма "Чăваш Ен хĕрарăмсен канашĕ" ыркăмăллăх фончĕн попечительсен канашĕн председателĕ Лариса Игнатьева, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн, ытти вĕренÿ заведенийĕн студенчĕсем хутшăннă.

Лариса Юрьевнăпа Юрий Николаевич юбиляра курав уçăлнă ятпа саламланă, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу суннă.

24 Юпа, 2016

Чăваш хăмлин чапĕ таврăнатех

РФ Ял хуçалăх министерствин ÿсентăран çитĕнтерекен, механизаци, химизаци тата ÿсентăрана хÿтĕлекен департаментăн директорĕ Петр Чекмарев, Апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç департаменчĕн директорĕ Евгений Ахпашев юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Çĕрпÿре вырнаçнă «Чăвашхăмлапро

Pages