5 Ноября, 2014

Республикăра çакна çирĕплетекен уяв иртрĕ.    Халăх пĕрлĕхĕн кунĕн хăйĕн тĕшши, пĕлтерĕшĕ пур. Енчен пĕтĕмĕшле тытăмра çав ăнлавăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç «чăхăмлама» тытăнсан... Ыттине куç умне кăларма та хăрушă.

5 Ноября, 2014 | Вĕрентÿ

Чăваш чĕлхин орфографи ыйтăвĕсене татса пама тахçанах вăхăт çитнĕ

Вăл е ку сăмаха епле çырасси паян тапраннă сăмах мар. Чылайăшне /чĕлхеçĕсене, çыравçăсене, хаçат е кĕнеке вулакансене.../ тахçанах калаçтарать вăл.

5 Ноября, 2014

Чи пĕлтерĕшли - халăх лару-тăрăва ăнланни.   «Халĕччен çут çанталăкăн кун пек синкерĕ пулнине курман, ас тумастпăр та», - шăпах çак шухăша палăртрĕç республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ватă çынсем кăçалхи юпа уйăхĕнче пулнă инкек пирки сăмах пуçарсан.

5 Ноября, 2014 | Культура

Чăваш Енре этнополитика лару-тăрăвĕ çирĕп.    Чăваш Енре 128 халăх çынни пурăнать. Хăшĕсем пысăк йышпа, теприсем - иккĕн-виççĕн çеç. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çырав тăрăх чăвашсем 814,8 пин çын, вырăссем - 323,3, тутарсем - 36, мордвасем - 13, çармăссем - 3,6 пин.

5 Ноября, 2014 | Ял хуçалăхĕ

Мĕнле пурăнаççĕ пирĕн кÿршĕсем?      «Çул тата газ пур, апла тăк пĕтместпĕр-ха», - теççĕ Куславкка районĕнчи Çÿлти Улмалуй ялĕнче кун кунлакансем. Чăн та, «тĕнче шăтăкĕнче» ларакан тата хăйĕн йышĕпе сăнне çухатса пыракан ялсемшĕн асфальт çул тата кăвак çулăм пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ.

5 Ноября, 2014

 Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!
Ҫак уяв пирӗншӗн уйрӑм пӗлтерӗшлӗ. Ха­лӑх пӗрлӗхӗ, вӑл пат­тӑр­лӑх кӑтартма хатӗр пулни хуть хӑш саманара та Тӑван ҫӗршывӑ­мӑ­рӑн мӑ­наҫ­лӑхӗн никӗсӗ шутланать.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен ытти тӑрӑхран эва­куаци йӗркипе куҫса килнӗ 70 пин ытла ҫынна йышӑннӑ, вӗсемшӗн иккӗмӗш тӑван кил пулса тӑнӑ. Республикӑра пурӑнакансем хӑйсен мӗн пуррине тарса килнисемпе ҫурмалла пайланӑ, тӑван ҫӗрне хӑварма ти­внӗ ҫын­сене  хӑйсен чун ӑшшипе ӑшӑтнӑ.

1 Ноября, 2014 | Анонс

- Кашни уявăн - хăйĕн юрри. Шел те, халăх йăли-йĕркине уякан паян аслă ăру хушшинче те сахалланса пырать. Мăн асаттесен юрри-кĕввипе çамрăксем кăсăкланма пуçлани шанăç çуратать. Комсомольки каччи ку енĕпе - чăн-чăн ăста.

31 Oct, 2014 | Анонс

Номерте:

Эрне кун пирĕн республикăра Ял хуçалăх ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Оперăпа балет театрĕнче пысăк уяв иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Уява пирĕн корреспондент Ю.Михайлов çитсе курнă. 1, 4 стр.

31 Oct, 2014
Çĕр çинче чи ĕçчен виçĕ йыш пур - кăткăсем,
пыл хурчĕсем тата чăвашсем.
Мустай КАРИМ,
Пушкăртстан халăх поэчĕ.

«Эп - хресчен!.. Хулара пурăнакан хресчен...»

Çакăн пек пуçланать ман иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çырнă сăввăмсенчен пĕри.

Эп - Хресчен! Эп паян та - Хресчен!

Pages

Subscribe to