Новости по теме

29 Чÿк, 2016

Кинона халалланă уяв

Мускавра Нацисен çуртĕнче Чăваш Енре çуралса ÿснĕ актерсене, чăвашла ÿкернĕ илемлĕ тата документлă фильмсене халалланă уяв каçĕ иртрĕ. Мероприятие çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакан чăвашсен ентешлĕхĕн хастарĕсем йĕркеленĕ.

29 Чÿк, 2016

«Чăваш Енĕм, Чăвашстан, савнă хĕрÿ эпĕ сан»

Чăваш пикисем сăпайлă та илĕртÿллĕ, ĕçчен те ăста, хастар та ăслă. Вĕсем чăвашлăхшăн тăрăшаççĕ, халăх йăли-йĕркине, чĕлхине упраса хăварассине мала хураççĕ. Калани чăнлăхпа тÿр килет-ши?

29 Чÿк, 2016

Пирĕн пикесем парăнма хăнăхман

 

Юпа уйăхĕнче Румынири çамрăк самбистсен хушшинче тĕнче чемпионачĕ иртрĕ. Сумлă ăмăртуран Чăваш Ен спортсменкисем виçĕ “ылтăнпа” таврăнчĕç. Пултаруллă виçĕ пикепе вулакансене паллаштарар-ха.

Вера Лоткова

28 Чÿк, 2016

Ырлăх-пурлăха: хăтлăха хамăрăнах тумалла

Чăваш Ен Пуçлăхĕ эрнесерен ирттерекен черетлĕ канашлура хускатнă ыйтусем чăннипех çивĕч те пĕлтерĕшлĕ пулчĕç. Михаил Игнатьев чи малтанах РФ Президенчĕ чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче аталану стратегийĕн тата приоритетлă проектсен канашĕн ларăвне ирттерни, унта чĕртавар мар продукцие экспорта ăсатассине, экологи лару- тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене тишкерни çинче чарăнса тăчĕ, пухăннисене Владимир Путин каланă шухăшсенчен хамăр хутлăха пырса тивекеннисем, пĕчĕк тата вăтам бизнес предприятийĕсем урлă экспорта ăсатакан ял хуçалăх таварĕ тĕлĕшпе тимлĕрех пулма ыйтрĕ.

28 Чÿк, 2016

Сывлăхран хакли çук

Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа регионсен хушшинчи «Хĕрарăм сывлăхĕ: çие юлнинчен пуçласа ватлăх таран» наука-практика конференцине хутшăннă. Конференци Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ, ăна Лейла Адамянăн ыркăмăллăх фончĕн «Уçă университет» проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ пулăшнипе йĕркеленĕ.

28 Чÿк, 2016

Черкесовран пулăшу ыйтаççĕ

РФ Патшалăх Думин ертÿлĕхĕ регионсенчи ĕç-хĕле пысăка хурать. Çавна май кашни уйăхра депутатсен пĕрер эрне хăйсен тăрăхĕнче ĕçлемелле. Çак тапхăрта парламентарисем республикăри районсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсене йышăнасси — регион эрнинчи тĕп ĕç-хĕл. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хальхинче граждансемпе «Единая Россия» парти Председателĕн Д.Медведевăн Чăваш Енри общество йышăну пÿлĕмĕнче тĕл пулчĕ.

28 Чÿк, 2016

«Депутатсен ăнăçлă ĕçлемешкĕн вăй-хăват çителĕклех»

Пирĕн ыйтусене Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн  редседателĕ Валерий ФИЛИМОНОВ хуравлать

— Валерий Николаевич, хаçат вулаканĕсене республи¬ка парламенчĕн çĕнĕ спикерĕ¬пе паллаштарас килет. Пал¬лах, эсир ăçтан пулнине тата мĕн ĕçленине нумайăшĕ пĕлет, çапах хăвăр çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартăр-ха.

28 Чÿк, 2016

Чи вăйлисемпе хăюллисен ăмăртăвĕнче – чиновниксем!

Шăматкун Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче республикăри патшалăх тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадин финалĕ иртрĕ.

Савăнăçлă парадра спортсменсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Ка¬нашĕн Председателĕ Валерий Филимонов тата ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сер¬гей Шелтуков саламларĕç. «Чăваш Енре спортпа туслă çынсем пурăнаççĕ. Сывă пур¬нăç йĕркине пăхăнакансен йышĕ çултан-çул пысăкланать. Çамрăксем спортăн тĕрлĕ енне кăмăлланине сăнатпăр. Пирĕн те çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартмалла», — терĕ Михаил Васильевич пурне те ăнăçу суннă май.

28 Чÿк, 2016

Комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Канашлура çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, çитес тапхăр тĕллевĕсене палăртрĕç.

Pages