6 Oct, 2014

ЧР Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсен дирекцийĕ 2004 çултанпа республика хăйĕн хÿттине илнĕ тата патшалăх пăхса тăма палăртакан лаптăксен биотĕрлĕлĕхне тĕпчеме ăсчахсен ушкăнне экспедицие ярать.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви кăçал ăна районсене ертсе кайма биологи ăслăлăхĕсен докторне Леонид Воронова шанчĕ. Çул çÿреве биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсене Маргарита Гафуровăпа Надежда Смирновăна явăçтартăмăр. Тĕпчеве эпĕ те хутшăнтăм.

4 Oct, 2014 | Анонс

о Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕрентекенсене професси уявĕ ячĕпе саламланă.

о Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Анатолий Князев "Хыпар" корреспондчĕн ыйтăвĕсене хуравлать.

о "Батыревский" АХО гендиректорĕ Петр Ялуков хуçалăх çитĕнĕвĕсемпе, ял хуçалăхĕнчи çивĕч ыйтусемпе паллаштарать.

3 Oct, 2014 | Экономика

«Хыпар» хаçатăн паянхи хăни - ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ, Бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Князев - пирĕн ыйтусене хуравлама кăмăл турĕ.

3 Oct, 2014 | Ял хуçалăхĕ

Çак рубрикăна «Хыпара» тавăрас терĕмĕр. Ÿлĕм унпа кун çути куракан страницăра промышленноçпа ял хуçалăхĕнчи ыйтусене хаçатра çивĕчрех лартăпăр, паха опыт пухнă тата ĕçре ÿсĕм тунă ертÿçĕсене сăмах парăпăр.

3 Oct, 2014 | Вĕрентÿ

Унăн сăнарĕ кашни çын асĕнчех мĕнле те пулин ÿкерĕнсе юлать. Сăн-сăпачĕ, кÿлепи, сасси, калаçу-тыткаларăш манерĕсем... - вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те юратнă вĕрентекенĕн хăйне евĕрлĕхĕсене манмасть этем. Чăн та, кашниех асра тарăн йĕр хăвараймасть.

Константин Иванов тесенех куç умне 1990 çулта Мускаври Союзсен çурчĕн Колонна залĕнче поэтăмăр çуралнăранпа 100 çул çитнине тĕнче шайĕнче ирттернĕ хавхалануллă кунсем аса килеççĕ.

Pages

Subscribe to