Новости по теме
Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ яра куна велосипедпа ярăннă
Паян Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров велосипедпа ярăнма тухнă. Унпа пĕрле - шкул ачисемпе аслă çулхисем таранах икĕ урапаллă çак транспортпа район центрĕнчи урамсемпе иртнĕ.
"Хыпар" ИÇ тěп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев "Çичĕ юрă" кăларăма хутшăннă
"Хыпар" Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев ĕнер Чăваш нацио радиовĕпе эфира тухакан "Çичĕ юрă" кăларăма хутшăннă. Тÿрĕ эфирти калаçу 20 сехет те 20 минутран пуçласа 22 сехетчен тăсăлнă.
Мускаври аслă шкулта вĕренекенсене хушпупа тухья кăтартнă
М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăx yниверситетěнче вĕренекенсем ĕнер чăваш халăхĕн тумтирĕпе паллашнă. Тухья, хушпу тата ытти ытарайми илеме çĕршывăн теп хулине Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕн студенчĕсем илсе кайнă. Ĕçсен авторĕ - Шупашкарти çак аслă шкулăн доценчĕ Зинаида Воронова тата студентсем.
Чăваш чĕлхи кунĕпе Шупашкарта митинг иртнĕ
Чăваш чĕлхи кунне халалласа паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш наци библиотеки умĕнчи И.Я. Яковлев палăкĕ умĕнче митинг иртнĕ. Ăна Чăваш Республикинчи профессилле çыравçăсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ.
Патăрьел районĕнче "Сарпи вулавĕсем" иртнĕ
Ĕнер Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалласа "Сарпи вулавĕсем" иртнĕ. Кăçалхипе 16-мĕш хут иртекен мероприятие ЧР вĕренÿ министрĕ Юрий Исаев, Вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова, чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер, Раиса Сарпипе Альбина Юрату сăвăçсем, Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕ Ирина Рубцова хутшăннă.
"Хыпар" Издательство çуртĕнче чи илемлĕ пÿлĕмсене палăртĕç
Паян "Хыпар" Издательство çуртĕнче ĕç хăрушсăрлăхĕ пирки пуху иртрĕ. Унта ĕçре инкек сиксе ан тухтăр тесен туса ирттермеллине сÿтсе яврĕç.
Пиллĕкмĕш хут иртнĕ тĕрĕслеве 5 пин ытла çын хутшăннă
Ĕнер, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, пирĕн республикăра "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017" акци пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстерес тĕллевĕллĕ мероприятие кăçал, малтанласа шутланă тăрăх, 5 пин ытла çын хутшăннă.