Новости по теме

24 Çу, 2017

Муркаш районĕнчи ял хуçалăх çĕрне промышленность тĕллевĕпе усă курĕç

Муркаш районĕнчи ял хуçалăх çĕрне, пурĕ 1 гектара, нефть пăрăхне тытса тăма усă курĕç. Лаптăка промышленность валли хальлĕхе уйăрман-ха. Ку ыйтăва паян иртнĕ Чăваш Енĕн Правительствин ларăвĕнче пăхса тухнă.

24 Çу, 2017

Шупашкарсем троллейбуса кăмăллаççĕ

Шупашкарта пурăнакансем автобусран ытларах троллейбуса кăмăллаççĕ. Халăхăн шухăш-кăмăлне пĕлес тесе республикăн тĕп хулинче ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕ ирттернĕ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, энергетика, транспорт тата çыхăну управленийĕ пĕлтерет.

23 Çу, 2017

Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхне Хисеп орденĕпе чысланă

Ĕнер, çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври ятлă-сумлă çынсене орден-медальпе чысласси çинчен указ кăларнă. Хисепе тивĕçнисен хушшинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пур. Çĕршыв ертÿçи ăна Хисеп Орденĕпе чысланă.

22 Çу, 2017

Президент указĕсене пурнăçланине пĕрлехи ларура сÿтсе явнă

Республикăн Сывлăх сыхлавĕн, Вĕрентÿ, Строительство, Физкультурăпа спорт министерствисен коллегийĕсен тунтикун иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕнче кăларнă указĕсенче палăртнă тĕллевсене Чăваш Енре мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетсе хакларĕç.

22 Çу, 2017

Чăваш Енре лайăх фильмсен кинофестивалĕ уçăлнă

Паян Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери вуннăмĕш кинофестиваль уçăлчĕ. Ун умĕн журналистсем кинофестивалĕн программа директорĕпе Сергей Лаврентьевпа тата жюри членĕсемпе тĕл пулчĕç.

22 Çу, 2017

Ĕç укçипе парăмлисемпе çирĕпрех пуласшăн

Чăваш Енре ĕç укçипе парăмлă предприятисемпе çине тăрса ĕçлесшĕн. Ку шухăша паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ Правительство ларăвĕнче палăртнă.

21 Çу, 2017

Влаçпа бизнесра ĕçлекенсем футбол вылянă

Ĕнер, çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче, предпринимательсен кунĕ ячĕпе çулсерен йĕркелекен «Влаç тата бизнес» футбол вăййи иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕнче, Экономика, Спорт министерствисенче тата ытти министерствăпа ведомствăра ĕçлекенсем хутшăнчĕç.

Бизнес командинче уйрăм усламçăсем тата тĕрлĕ организацисем пулчĕç. Вăйăра малтанласа влаç органĕсен представителĕсем хастарлăх кăтартрĕç, пĕрремĕш таймра вĕсем 3:1 шутпа çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш тапхăрта вăйă шучĕ пĕрпекленчĕ.

20 Çу, 2017

Паян Чăваш Ен Атăл кунне хутшăнса юханшыв хĕррисене тасатнă

Паян пĕтĕм Раççейри пекех пирĕн республикăра та Атăл кунĕ иртрĕ. Атăл çуралнă куна Шупашкарта 200 ытла çын хутшăнчĕ. Европăри чи вăрăм юханшыва, унăн тăршшĕ 3538 км, тасатмалли акцие ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви йĕркеленĕ. Мероприятие Александр Коршунов министр та хутшăнчĕ.

19 Çу, 2017

Николай Никольские «Хыпар» ĕçченĕсем те пуç тайрĕç

Иртни кĕнекере çырăнса юлни аван-ха, анчах халăхшăн вышкайсăр пархатарлă ĕçĕсемпе палăрнă çынсене асра тытни тата пĕлтерĕшлĕрех. Шăпах çакна палăртрĕç паян, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Муркаш районĕнчи Купăрля ялĕнче Николай Никольский умĕнче пуç тайма пухăннисем. Паллă ăсчах, «Хыпар» хаçат никĕслевçи, чăваш чĕлхишĕн чунĕпе çунакан профессор шăпах паянхи кун 139 çул каялла çуралнă.

19 Çу, 2017

«Чăваш бройлерĕ»: морга е реанимацие?

Шел те, Чăваш Енри АПКшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ предприяти тĕлĕшпе çак ыйту хуравĕ хальлĕхе уçăмсăр

Паллах, республика влаçĕсем — реанимацишĕн. «Аш-какай туса илесси, çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ, хыснана кĕрекен налуксем — çакă пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа предприятие упраса хăварас, аталантарас тĕллевпе пĕтĕмпех тумалла», — тет вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Анчах тепĕр акционер хăтланăвĕсем чăх-чĕп фабрикин пуласлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ çуратаççĕ. Предприятие ятарласа панкрута кăларас çул çине тăнипе çыхăннă тĕшмĕртÿ сăлтавсăр мар.

Парăмсен тыткăнĕ

Pages