Новости по теме

10 Çурла, 2017

Паян республикăри строительсене уявпа саламларĕç

Паян Чăваш патшалăх филармони çуртĕнче Строитель кунне халалланă уяв иртрĕ. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Михаил Игнатьев республикăри строительство отраслĕнче вăй хуракансене тата ветерансене уяв ячĕпе саламларĕ, строитель профессийĕ ку чухне уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине, Правительство отрасле ăнăçлă аталанма пур майпа та тивĕçтерме тăрăшнине палăртрĕ.

10 Çурла, 2017

«Тăван Ен» кăларăмĕ «хыпарçăсен» кĕнеке сунтăхне пуянлатрĕ

Паян «Хыпар» издательство çуртĕнче Шупашкар районĕнчи хастар общественник, вăл тăрăхри хисеплĕ çын, 1958 çултанпа СССР журналистсен союзĕн членĕ, Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи, Фадей Константи

10 Çурла, 2017

Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕ сасă çырма пуçлĕ

Ĕнер, çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Вăрмар районĕнчи Енĕшпуçĕнче культура çурчĕ уçăлнă. Вырăнти культура вучахне туса лартма федераци, республика тата вырăнти хыснасенчен 27,3 миллион тенкĕ уйăрнă.

9 Çурла, 2017

Космоса чăваш парăнтарнăранпа 55 çул çитнине республика сумлă уявлĕ

Сумлăран та сумлă ентешĕмĕр, чăваш ятне çăлтăрсем патне çĕкленĕ Андриян Николаев çÿл тÿпене улăхнăранпа 55 çул çитнине республикăра сумлăн уявлама хатĕрленеççĕ.

9 Çурла, 2017

Кÿршĕсем пĕрле туслă ĕçлесшĕн

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Хусан патшалăх университечĕн ректорĕ Ильшат Гафуров малашне ЧР Министрсен Кабинечĕпе кÿршĕ регионти аслă вĕрентÿ заведенийĕ пĕрле ĕçлесси пирки килĕшÿ тунă.

9 Çурла, 2017

Прокуратура нумай ачаллă çемьене хÿтĕленĕ

Чăваш Енĕн прокуратури Тăвай районĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьене хÿтĕленĕ. Надзор органне çитме 30 тăваткал метрлă пÿртре саккăррăн хĕсĕнсе пурăнни хистенĕ.

9 Çурла, 2017

Транспорт министерствин общество канашĕ штраф виçине ÿстерме килĕшнĕ

Паян Чăваш Енĕн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствинче общество транспортĕнче çул укçи тÿлемесĕр çÿрекенсене явап тыттарасси çинчен калакан саккун проектне хытах сÿтсе явнă. Унта пухăннисем ытти регионти ку опытпа кăсăкланнă. Çивĕч туйăннă ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ хыççăн вĕсем общественниксем саккуна хытармаллипе килĕшнĕ. 

9 Çурла, 2017

Канашри социаллă приюта социаллă центрпа пĕрлештерĕç

Канашри ачасен социаллă приютне çывăх вăхăтра комплекслă пулăшу кÿрекен унти центрпа пĕрлештерĕç. Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче ку йышăнăва ырланă.

9 Çурла, 2017

Инкеке сиресси ертÿçĕсенчен килет

Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркинче малтанах палăртман ыйтусенчен пуçларĕ. Пĕр кун маларах республикăна РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич килсе кайнă тата Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев Волгоградра Атăла упрас, тасатас енĕпе канашлу ирттернĕ май пурнăçламалли ĕçсем пирки калаçу пулчĕ.

8 Çурла, 2017

Паян Чăваш кадет шкулĕн капсулине хучĕç

Паян РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Шупашкарта ĕçлĕ çÿревпе пулчĕ. Вăл Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕнче пулса курчĕ.

Pages