Новости по теме

20 Çурла, 2017

«Пултарулăх бульварĕнче» пурне те килĕшрĕ

«Пултарулăх бульварĕ» арт-проекта Шупашкарта пурăнакансенчен нумайăшĕ питĕ килĕштерет. Вăл хула кунĕн хăйне евĕрлĕ визит карточки пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар.

20 Çурла, 2017

Юнпа, чунпа çывăх халăхсен фестивалĕ иртет

Хальхи вăхăтра тĕнчере тĕрĕк чĕлхипе 164 миллион çын калаçать. Камсем-ха вĕсем? Турккăсем, азербайджансем, казахсем, кăркăссем, туркменсем, узбексем, каракалпаксем, уйгурсем, тутурсем, пушкăртсем, чăвашсем, кумыксем, хакассем, якутсем тата ыттисем.

19 Çурла, 2017

Шупашкарта универсаллă спорт лапамĕ уçăлнă

Паян Шупашкарта универсаллă спорт лапамĕ уçăлнă. Вăл Эгер бульварĕнчи 33-мĕш çурт патĕнче вырнаçнă. Савăнăçлă пулăма РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, "Чикĕсĕр футбол" ача-пăча футбол лигин президенчĕ Ирена Петрейките тата паллă спортсменсем хутшăннă.  

18 Çурла, 2017

Нарьян-Мартан килсе пуçтахланнă

Ÿсĕр çыншăн тинĕс чĕркуççи таран тенĕ ваттисем. Ненец автономи округĕнчи Нарьян-Мар хулинче пурăнакан 65 çулти хĕрĕнкĕ арçыншăн та ик айкки те тăваккин туйăннă-тăр.

18 Çурла, 2017

Ученăйсемпе тĕпчевçĕсем Чăваш Енри паллă вырăнсемпе паллашнă

Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗ, ЧР тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстерекен институтӑн, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗн пуҫарӑвӗпе учӗнӑйсемпе тӗпчевҫӗсен пӗр ушкӑнӗ Чӑваш Енри паллӑ историпе культура тата этнографи обьекчӗсене ҫитсе курчӗç.

18 Çурла, 2017

Канаш районĕнче çĕрле те тырă выраççĕ

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ çул çÿревпе çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Муркаш, Вăрнар, Канаш районĕсенче пулчĕ. Ялсенче федерацин «2014–2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантарасси» тĕллевлĕ программа пурнăçа мĕнле кĕрсе пынипе паллашрĕ.

18 Çурла, 2017

Елчĕкре сусăрсем ĕç тупаççĕ

Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче Елчĕкре канашлу иртрĕ. Унта ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хутшăнчĕ.

17 Çурла, 2017

УКсен чеелĕхĕ республикăна парăмсен серепине туртать

Кун йĕркине анлă палăртнă — экстремизм идейисене сарасран сыхланасси таранах, çапах ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче тĕп калаçу нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăракан управляющи компанисен ресурссемпе тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăмĕсем тавра пулчĕ. УКсен усă курнă коммуналлă ресурссемшĕн капланнă парăмĕ 1,26 миллиард тенкĕрен те иртнĕ — ĕç-пуç чăннипех çивĕч.

Pages