Йывăрлăха çĕнтерсе ăмăртаççĕ

18 Нарăс, 2021

Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче сусăрсен Раççей кубокĕ тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртет.

Спорт мероприятийĕ нарăсăн 17-мĕшĕнче пуçланнă. Ăмăртăва Раççейри 48 регионтан 280 ытла спортсмен хутшăнать. Виçĕ кунра вĕсен тĕрлĕ дистанцие парăнтармалла, йĕтре тĕртсе, çӳллĕшне, вăрăмăшне тата виççĕллĕ сиксе ăмăртмалла. Чăваш Ен чысне Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Елена Иванова, спорт мастерĕсем Сергей Бирюковпа Константин Репин, спорт мастерĕн кандидачĕ Валентина Смирнова хӳтĕлеççĕ.

www.hypar.ru Sport.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментари хушас