Юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ...

21 Çу, 2021

Паян Шупашкарти 61-мĕш шкултан вĕренсе тухакан 97 ҫамрӑкшӑн та юлашки шӑнкӑрав янӑрарĕ. Ҫак ятпа йĕркеленĕ савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ-вĕрентӳ министрĕ Алла Салаева, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлӑхĕ Алексей Ладыков хутшӑнчĕҫ.

Асӑннӑ шкулӑн директорĕ ачасене пысӑк ҫитĕнӳсемпе палӑрнӑшӑн тав турĕ, экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса вĕренме кĕме телей сунчĕ. Шкул час-часах тĕрлĕ грант ҫĕнсе илет. Ҫав укҫапа вĕсем физика кабинечĕсене ҫĕнетнĕ, оборудованипе пуянлатнӑ. Лайӑх условисем хӑйсен ҫимĕҫне кӳнĕ. Ачасем муниципалитет шайĕнчи олемпиадӑра - 15, регионсен шайĕнче 3 призлӑ вырӑн йышӑннӑ. учительсем те ачасене тарӑн пĕлӳ, лайӑх воспитани пама тӑрӑшнӑ.

"Пурнӑҫӑн мĕнле те пулин тапхӑрĕ вĕҫленни ҫĕнни пуҫланнине пĕлтерет. Пысӑк ҫитĕнӳсем, экзаменра ӑнӑҫу сунатӑп", - терĕ Олег Алексеевич яшсемпе хĕрсене саламланӑ май.

www.hypar.ru Роза ВЛАСОВА căн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментари хушас