Волейбол лапамĕнче - пограничниксем

13 Нарăс, 2021
Шупашкар районĕнчи пограничник ветерансем Тăван çĕршыв хýтĕлевçин кунĕ умĕн волейбол турнирне ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Àмăртăва кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркеленĕ. 
 
Хальхинче спортпа туслă ветерансем Шупашкар районĕнчи Апашра пуçтарăннă. Спорт залĕнчи лапам çине тăватă команда тухрĕ. "Турнира хамăр районти ялсенчен кăна мар, Çĕнĕ Шупашкартан та çитнĕ, - пĕлтерчĕ "Пограничное братство" организацин Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ертýçи Виталий Григорьев. - Àмăртăва ветерансемпе пĕрле вĕсен ачисем, мăнукĕсем хастар хутшăнни савăнтарать. Çамрăксене хамăрăн мероприятисене явăçтарасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Çулла ăмăртусене уçă сывлăшра ирттеретпĕр. Çĕрпý районĕнче, Кýкеçри стадионта пуçтарăнатпăр. Сăмах май, пуш уйăхĕнче тĕл перессипе ăмăрту йĕркелеме палăртнă".
 
Унăн çумĕ Александр Моисеев ырă хыпар пĕлтерчĕ: пограничник ветерансен Пĕтĕм Раççейри форумĕ кăçал Чăваш Енре иртĕ. Етĕрне районне тĕрлĕ регионтан 250 çын килме палăртнă. 
 
Волейбол турнирĕнче Апаш команди мала тухрĕ. Çĕнĕ Шупашкарсем - иккĕмĕш, Тутаркасси ялĕн команди — виççĕмĕш вырăнта. Çапах, ветерансем палăртнă тăрăх, медальсем те мар, тĕл пулса калаçни, служба вăхăтне аса илни пахарах.
 
Владимир БОРИСОВ, ветеран:
 
—Кăçал турнира куракан пек хутшăнма тиврĕ, иртнĕ çулсенче хам та вылянă. Апаш командишĕн "чирлерĕм", хам ку ялтан та-ха. Эпир çĕнтертĕмĕр!
 
 
Ирина КОШКИНА. Автор сăн ýкерчĕкĕсем.
 

Комментари хушас